Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чун ăшшине – чирлисене

ПĂЧĂРЛĂ Пашьелĕнчи Нина Матвеевашăн вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн ăçта вĕренме каясси пирки ыйту тухса тăман. Унăн аппăшĕ, Татьяна, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче икĕ курс пĕтернĕ пулнă ĕнтĕ. Вăл йăмăкне те, шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе пынăскере, çак факультетах кĕме сĕннĕ. Нина хăй те шурă халатлă çынсем çине ăмсанса пăхнă, çынна чир-чĕртен сыватасси чи кирлĕ ĕçсенчен пĕри пулнине те ăнланнă.

1984 çулта чăваш патшалăх университетĕнчи "Сиплев ĕçĕ" уйрăмĕнчи экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса Нина Матвеева студентка пулса тăнă. Çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесе яланах тăрăшса вĕреннĕ вăл, обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă.

1990 çулта врач-терапевт дипломне илсен Пăчăрлă Пашьел хĕрне Шăмăршă районнех ĕçлеме янă. Районти тĕп больницăра ăна васкавлă пулăшу уйрăмĕн врачĕ пулма çирĕплетнĕ.

Нина Дмитриевна пархатарлă ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă. Уйрăмри ĕç-хĕле йĕркелесе пынипе пĕрлех вăл васкавлă пулăшу автомашинипе ялсене чирлисем патне те тухса çÿренĕ. Ĕç опычĕ çулран-çул пухăнсах пынă. Яваплă ĕçе яланах чĕре ăшшипе пурнăçланă. Врач хăйĕнчен те ыттисенчен те çирĕп ыйтнă.

1992 çулта çамрăк врач пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – вăл васкавлă пулăшу уйрăмĕнче водительте ĕçлекен Ярăслав йĕкĕчĕпе Сергей Ильинпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьене илем кÿрсе çутă тĕнчене икĕ ывăл тĕпренчĕкĕ килнĕ.

1995 çултан пуçласа Н.Ильина тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче вăй хунă. Унта та Нина Дмитриевна тăрăшса, професси ăсталăхĕпе ĕçленĕ, чирлисен ыратăвне хăйĕнни вырăнне хурса йышăннă.

2007 çултан пуçласа паянхи кунчченех Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕнче тăрăшать вăл. Кунти медицина ĕçченĕсем Анат Чаткасри, Тури Чаткасри, Патирекри, Хĕрлĕ Васанпа Канаш паççулккисенчи тата Ярăславри çынсене медицина пулăшăвĕ парса тăраççĕ.

Уйрăм врачĕн тивĕçĕсем сахал мар. Нина Дмитриевна чирлисене тĕрĕслесе тивĕçлĕ диагноз лартать, сиплев курсне çырать, уйрăмри ĕç-хĕле йĕркелесе пырать. Врача ĕçре пуян опыт пухнă Алевтина Кузьминапа Татьяна Юнкерова медсестрасем, Дамира Азизова лаборантка пулăшаççĕ. Алена Данилова санитарка тирпей-тасалăхшăн тăрăшать.

Уйрăмра – кăнтăрла сипленмелли икĕ койка-вырăн. Чирлисем уйрăма çÿресе те сипленеççĕ. Санитари автомашинипе – унпа уйрăм уçăлнăранпах Александр Еремеев водитель ăнăçлă ĕçлет – медицина работникĕсем ялсене те тухса çÿреççĕ, чирлисене килĕсенче пулăшу параççĕ. Йывăр чирлисене вара район больницине илсе килеççĕ.

Нина Дмитриевна ертсе пыракан коллектив пĕр çул таранчченхи пепкесене, вĕсен амăшĕсене, вăраха кайнă чир-чĕрпе нушаланакансене пысăк тимлĕхре тытать. Прививка мероприятийĕсем, Донор кунĕсем, медицина тĕрĕслевĕсем те манăçа юлмаççĕ.

Уйрăмри медицина работникĕсем ĕçре тимлĕхпе, тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ. Çакăншăн хисеплеççĕ те ĕнтĕ вĕсене ялсенче.

Н.Ильина пĕрлех районти тĕп больницăра врач-кардиолог тивĕçне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ăна ĕçре Наталия Андреева медсестра пулăшса пырать.

Çулсем, çулсем... Ытла та хăвăрт иртеççĕ-çке вĕсем! Нина Дмитриевна врач биографине пуçланăранпа 22 çул иртсе кайнă ĕнтĕ. Чирлисене яланах чун ăшшипе сипленĕшĕн пултаруллă врача, юратнă мăшăра, икĕ ача амăшне (асли, Иван, университетра инженер-программиста вĕренет, кĕçĕнни, Дима, Шăмăршă вăтам шкулĕнче 10 класра пĕлÿ пухать) темиçе хутчен те район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Хăйне коллективра, ял-йышра хисеплени вара Нина Дмитриевнăшăн темрен те хаклăрах.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 марта 2013
00:00
Поделиться