Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Лайăххисен шутĕнче

ПИРĔН районта çулсем çине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă, халĕ те çаплах. Çавăнпах вĕсем республикăра та лайăххисен шутĕнче.

Кăçал кăна, акă, усă курмалли вырăнти çул-йĕре тытса тăма тата юсама 12740,2 пин тенкĕ, вăл шутран субсидисен шучĕпе республика бюджетĕнчен – 11466,2 пин тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Кăçал Шăмăршă – Анат Чаткас – Красный Ключ автоçула юсама палăртнă.

Нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене, вĕсем патне илсе пыракан çулсене юсас тĕлĕшпе те ĕçлеме тивет, палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртме 1545,667 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Çак укçапа Шăмăршă ял тăрăхне кĕрекен тăватă çурт территорине юсама палăртнă. Пĕтĕмпе – 1717 тăваткал метр. Çуртсенчен пĕри – Шăмăршăри Космовский, ыттисем Ленин урамĕсенче. Хальхи вăхăтра аукцион ирттерме документсем хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ.

Çакна палăртса хăвармалла: хĕл кунĕсенче çулсене юртан тасатсах тăнă, ку тĕлĕшпе вун пĕр единица ятарлă техника ĕçленĕ. Çул-йĕре хĕллехи тапхăрта пăхса тăмалли мероприятисене оперативлă контроль комиссийĕпе ГИБДД сотрудникĕсем тĕрĕслесе тăнă. Усă куракан вырăнти çул-йĕре тытса тăрас тĕлĕшпе ĕçлекен подрядлă организаци "Чувашавтодор" ОАОн Шăмăршăри ДРСУ шутланать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 марта 2013
00:00
Поделиться