Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уçрĕ фестиваль чаршавне

ТАВРАЛĂХА хÿтĕлемелли çула тата Герман Лебедев композиторăн 100 çулхи юбилейне халалланă фестивале Карапай Шăмăршăри культурăпа кану центрĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ уçрĕ.

Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн экономикăпа социаллă пурнăçĕн 2012 çулхи аталанăвĕ пирки унăн пуçлăхĕ В.Денисов каласа панă хыççăн концерт пуçланчĕ.

Программăна хор "Салам, çуралнă çĕр!" тата "Атьăр, вăййа тухар-и;" юрăсемпе пуçларĕ (аккомпаниаторĕ Н.Медведева). Хор юрăсене илемлĕн те мăнаçлăн шăрантарчĕ. М.Кудряшова "Надежда", Н.Полякова "Молодая молода", В.Вашуркина "На тот большой, на перекресток", Н.Медведева "Уçланкăри палан" юрăсемпе савăнтарчĕç. З.Измайловапа С.Сидорова, Н.Поляковапа И.Яковлева – дуэтпа, Г.Петькова, Н.Медведевапа Н. Полякова триопа хитрен юрларĕç. Хĕрарăмсен ансамблĕ "Савнипеле – вăрмана...", "Черемуха цвела", "Я тебя так долго ждала", арçынсемпе хĕрарăмсен ушкăнĕ "Река вечерняя", "Зорька алая" юрăсене, "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕ "Ырă кун, тăван сана", "Савăнатăп эс пуртан", "Ай, улми-çырли", "Сарă ыраш" юрăсене çĕкленÿллĕн юрласа пачĕç.

Шкулта вĕренекен М.Ильичева "Малашлăхри савăнăç" сăвă вуланине, В.Столяровпа В.Иванов ĕç ветеранĕсем купăспа чăваш кĕввисене каланине те кăмăллăн йышăнчĕç куракансем.

Шкулти А.Нефедова ертсе пыракан ташă ушкăнĕ программăна хăйне евĕр илемлĕх кÿчĕ. Кĕçĕн ушкăнри ачасем "Барбарики", аслă ушкăнра ташлакансем "Тухăç ташшипе" килентерчĕç.

Программăна вĕçлесе "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕ Çăварни уявне сăнласа пачĕ.

Концерт программине В.Медведева пурин кăмăлне те каймалла ăста ертсе пычĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 марта 2013
00:00
Поделиться