Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Культура ĕçченĕсен канашлăвĕ

ФЕВРАЛĔН 27-мĕшĕнче Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче районти культура ĕçченĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта вĕсем 2012 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ В.Петьков, райадминистрацин культурăпа архив ĕçĕн секторĕн ертÿçи А. Ларшникова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн педагогĕсем, ялсенчи культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе библиотекарьсем хутшăнчĕç.

Канашлăва уçса, райадминистрацин культурăпа архив ĕçĕн ертÿçи А.Ларшникова районти культура учрежденийĕсен 2012 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, 2013 çулхи тĕллевсене палăртрĕ. Хăйĕн докладĕнче Алина Николаевна районти культура аталанăвĕнчи ырă енсене асăнчĕ.

Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Чамеев ялти культурăна малалла аталантарассинче тухса тăракан çивĕч ыйтусене хускатрĕ, вĕсене татса парас тĕлĕшпе хăш-пĕр сĕнÿсем пачĕ. Ачасен "Антонина" халăх ташă ушкăнĕн илемлĕх ертÿçи А.Нефедова, Пуянкассинчи культурăпа кану центрĕн директорĕ С.Пушкина, Палтиел ял тăрăхĕн библиотекарĕ М. Гайнуллова хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. Районти культура аталанăвĕн центрĕн организаципе методика центрĕн комплектовани методисчĕ О.Тимофеева районти библиотекăсене çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа тивĕçтересси мĕнлерех пыни пирки каласа пачĕ, 2011 çулхипе танлаштарсан, 2012 çулта района çĕнĕ литература ытларах килнине, хаçат-журнал нумайрах çырăннине асăнчĕ. Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ю.Цыганова учрежденин иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Районта çулленех "Чи лайăх культура учрежденийĕ" конкурс иртет. Унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе, канашлура 2012 çулхи конкурсăн çĕнтерÿçисене район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕн секторĕн Грамотисемпе наградăларĕç. Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕ – "Чи лайăх культура çурчĕ", Кивĕ Чукалти культурăпа кану центрĕ – "Ĕçре инноваци формисене кĕртекен чи лайăх культура учрежденийĕ", Шăмăршăри тĕп библиотека – "Ял тăрăхĕсен чи лайăх библиотеки", Пуянкассинчи библиотека – "Ял тăрăхĕсем хушшинчи чи нумай мероприяти ирттерекен библиотека" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.

"Кĕнекесен чи лайăх выставки" номинацире Пуянкассипе Асанкассинчи, "Кĕнекесен выставкин чи лайăх дизайнĕ" номинацире Шăмăршăпа Палтиелĕнчи, "Кĕнекесен куравĕ умĕнче ирттернĕ чи лайăх мероприяти" номинацире Карапай Шăмăршăри, "Кĕнекесен куравĕн чи лайăх презентацийĕ" номинацире Пăчăрлă Пашьелĕнчи библиотека малти вырăнсене тухнă.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков сăмах каларĕ, 2013 çулта тăракан тĕллевсене туллин пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 марта 2013
00:00
Поделиться