Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕç кăтартăвĕсемшĕн – тивĕçлĕ балсем

ÇАК кунсенче Шăмăршă вăтам шкулĕнче управляющи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта учительсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе, вĕсене тивĕçекен хавхалантару балĕсене пăхса тухрĕç.

Комисси ларăвĕнче вĕрентекенсен ĕçне тĕрлĕ енлĕн тишкерчĕç. Кунта ачасем вĕренÿре мĕнлерех ĕлкĕрсе пынине, вĕсем экзаменсене еплерех тытнине, районти, республикăри олимпиадăсенче, конференцисенче, конкурссенче мĕнле результатсемпе палăрнине тĕрĕслесе хак пачĕç.

Кăтартусем, паллах, тĕрлĕрен. Çавна май учительсен балĕсем те кашнийĕнех уйрăм. Кашни балшăн 160 тенкĕ хушса тÿлеççĕ (5 çул каялла ку хисеп 70 тенкĕпе танлашатчĕ). Учитель тăрăшса тата творчество пултарулăхĕпе ĕçлени, балсене ытларах тивĕçни ĕç укçине ÿстерме май парать. Вĕрентекенсем хушшинче 18 балран пуçласа 28 бал таран пухнисем ытларах.

Балсен хисепне малтан учитель-предметниксем хăйсем хушшинче тимлĕн тишкереççĕ, кайран дирекци ларăвĕнче пăхса тухаççĕ. Управляющи комиссийĕнче çак ыйтăва пăхса тухнă май, эпир нумай ыйтусемпе кăсăклантăмăр, вĕсем çине тивĕçлĕ хуравсем илтĕмĕр (мана та, педагогика ĕçĕн ветеранне, шкулти управляющи комиссийĕн членне суйланă).

Хавхалантару балĕсемсĕр пуçне учительсене вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсем тăрăх преми парасси те йăлана кĕрсе пырать. Коммуналлă çăмăллăх тÿлевĕсемшĕн (электроэнергипе газшăн) тивĕçекен укçана вĕрентекенсен счечĕсем çине куçарса параççĕ. Вĕсен тарифĕсем ÿссе пынă тапхăрта çакнашкал пулăшу, паллах, питĕ вырăнлă.

Шăмăршă вăтам шкулĕнче учительсене ĕçлеме, ачасене вĕренме условисем лайăх. Кунта ăшă, кабинетсенче çутă. Кабинетсем хальхи вăхăта тивĕçтерекен вĕренÿ пособийĕсемпе, тĕрлĕ материалсемпе пуян. Шкулта компьютерсен шучĕ çулсерен ÿссех пырать.

Шкултан тухса килелле утнă май хам 41 çул учительте ĕçленĕ тапхăра аса илтĕм. Мĕн чухлĕ ырă улшăну пулса иртнĕ унтанпа вĕренÿ учрежденийĕнче!

Вĕрентекен умĕнче кирек хăш вăхăтра та пĕр задача, пĕр тĕллев пулнă: ачасене çирĕп пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парасси. Эпир ĕçленĕ вăхăтра педагог стажĕ 25 çул çитиччен, уроксемшĕн тивĕçекен укçасăр пуçне, нимле хушма тÿлевсем те пулман. Ун чухне эпир, учительсем, хальхи вĕрентекенсем пек тумланса та çÿреймен. Укçа пулсан та килĕшÿллĕ кĕпе-тумтир, атă-пушмак туянма питĕ кансĕрччĕ. Астăватăп-ха, хĕллехи атăсем илме список тăрăх черете тăнăччĕ. Вĕсене вара пĕр çулталăкран кăна туянма май килчĕ. Пурпĕрех алă усман эпир, хамăр тивĕçе кунран-кун, çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа туса пынă. Уроксем ирттернисĕр пуçне, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, ачасемпе класс тулашĕнчи мероприятисем нумай йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕпе те нумай тĕл пулнă, вĕсен ачисене пĕрлехи вăйпа тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парасси пирки канашланă, кирлĕ сĕнÿсем панă, шкулта пухусем ирттернĕ.

Ачасемпе колхоз-совхоз уй-хирĕсенче мĕн чухлĕ ĕç пурнăçламан-ши тата! Шкулти пионер, комсомол организацийĕсем, вĕренекенсен комитечĕсем вĕренÿпе воспитани тата обществăлла ĕçсенче çĕнĕ хăват парса тăракан вăй пулса тăнă, çитменлĕхсене пĕтерме пулăшнă. Çавна май вĕренекенсем хушшинче право йĕркисене пăсакансем, полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекци учетĕнче тăракансем шкулта пулман.

Пире, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, шкулти тĕрлĕ тĕл пулусене, мероприятисене йыхравлани, обществăлла ĕçсене явăçтарни, сĕнÿ-канаш ыйтни, паллах, савăнтарать, хамăр ĕçленĕ шкулпа çыхăну тытса тăма май парать. Шкулта эпир чунпа кăштах çамрăкланатпăр та. Коммуналлă çăмăллăхсемпе те халĕ ĕçлекен учительсемпе танах усă куратпăр. Хамăра манманни пире чир-чĕре парăнтарса пурнăç çулĕпе малалла утма хавхалантарать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 марта 2013
00:00
Поделиться