Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăпчăк тейĕн юрласа ярсан...

Анастасия Мердеева Шăмăршă вăтам шкулĕн 11 класĕнче вĕренет. Вĕренÿре тăрăшуллă вăл, класс журналĕнче унăн хушамачĕ тĕлĕнче "5" тата "4" паллăсем кăна курма пулать. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать Настя. Шкулти тата районти спорт ăмăртăвĕсенче çуллен лайăх результатсемпе палăрать. Уйрăмах чупассипе тата йĕлтĕрпе ăмăртассипе вăй виçме кăмăллать. Сăмахран, 2009 çулта вăл районта иртнĕ наци кросĕнче – пĕрремĕш, 2010 çулта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртура иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Настя илемлĕ пултарулăхра та пысăк çитĕнÿсем тăвать. 2010 çулта Владимир хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен наци культурисен фестивалĕнче "Эстрада юрри" номинацире лауреат ятне илнĕ. 2011 çулта республикăри "Çăлтăрсен çумăрĕ" эстрада юррисен конкурсĕнче дипломант пулса тăнă. Çав çулах Шупашкарта иртнĕ тĕрлĕ çĕр-шывсен халăхĕсем хушшинчи вокалпа хореографи конкурсĕнче те дипломантсен шутне кĕнĕ. 2012 çулта "Европăри халăхсен культури" фестивальте – вăл Польша, Чехи, Германи çĕр-шывĕнче иртнĕ – Настьăна сумлă Дипломпа тата медальпе чысланă (руководителĕ В.П. Кузьмина).

Анастасия Мердеева Чăваш Республикин Шалти ĕçсен Министерстви çуллен йĕркелекен çарпа патриотика юррисен фестивальне те хутшăнать (унăн кукашшĕ – Е.М. Сетриванов – отставкăри милици подполковникĕ). 2012 çулта та, кăçал та пултаруллă солисткăна министр пĕрремĕш степеньлĕ Дипломсем тата хаклă парнесем парса хисепленĕ.

Çак кунсенче Настя çамрăксен Атăлпа Урал хушшинчи регионсен V фестивальне хутшăннă, унта иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Анастасия Мердееван эстрада пултарулăхĕнчи çитĕнĕвĕсем Шăмăршăри искусство шкулĕнче вăй хуракан Т.Б. Яковлева тата Ю.В. Цыганова преподавательсемпе тачă çыхăннă. Искусство шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра Татьяна Борисовна Настьăна тĕрĕс юрлама хăнăхтарнă. Юлия Владимировна вара фортепианопа калама, кĕвĕ вăрттăнлăхĕсене алла илме вĕрентнĕ. Настя çак преподавательсене яланах ырăпа асăнать, чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем калать.

Настя эстрадăра юрлассипе курăмлă çитĕнÿсем туни ашшĕпе амăшне – Сергей Ивановичпа Ирина Егоровнăна тата кукашшĕпе кукамăшне – Егор Михайловичпа Нина Германовнăна чунтанах савăнтарать. Паллах, шкулти учительсем те, тантăшĕсем те Настьăн юрлас ăсталăхĕнчи ÿсĕмĕсемшĕн хĕпĕртеççĕ.

Республикăри, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ фестивальсенче район чысне ăнăçлă хÿтĕлекен пултаруллă солисткăна, вĕренÿ ударницине Анастасия Мердеевана эстрада творчествинче те, вĕренÿре те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться