Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Районсем тăрăх – авточупу

РАÇÇЕЙ ДОСААФĕн Патăрьел, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсенчи уйрăмĕсем февралĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин уявне тата фашистла Германи çарĕсене пирĕн çарсем Сталинград таврашĕнче çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине халалласа авточупу йĕркелерĕç.

Çак мероприяти – унта ДОСААФ уйрăмĕсен тĕрлĕ маркăллă автомашинисем хутшăнчĕç – Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче пуçланчĕ. Унта Аслă Аттелĕх вăрçинче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне ДОСААФ уйрăмĕсен ĕçченĕсем чечексен кăшăлне хучĕç. Кун хыççăн 15 автомашинăран тăракан автоколонна Патăрьел еннелле çул тытрĕ. Райцентрта вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне чечексен кăшăлне хурсан Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕ В.Ляшенко авточупу представителĕсене ăшшăн саламларĕ, çакнашкал курăмлă мероприяти йĕркеленĕшĕн вĕсене тав турĕ, авточупу çамрăксенче патриотлăх туйăмне вăйлатма пулăшнине палăртрĕ.

Малалла автоколонна Шăмăршă еннелле хускалчĕ. В.Уруковпа И.Космовский палăкĕсем таврашĕнче авточупу представителĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Смаева, район хаçачĕн ĕçченĕсем, учрежденисенче ĕçлекенсем кĕтсе илчĕç. Ленин урамĕнче вырнаçнă Çĕнтерÿ паркĕнчи палăк умне чечексен кăшăлне хучĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков район çыннисем Аслă Аттелĕх вăрçинче паттăррăн çапăçса пуç хунă салтаксемпе офицерсене, вăрçăран таврăнсан вилнĕ фронтовиксене, халĕ пурăнакан ветерансене яланах асра тытса пурăннине асăнчĕ.

Авточупу представителĕ Е.Алешев район администрацийĕн тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене мероприяти йĕркелеме пулăшнăшăн, ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн ДОСААФ коллективĕсен ятĕнчен тав турĕ. Воин-афганецсен Патăрьел районĕнчи Совечĕн ертÿçи Ф.Сулейманов Афганистан вăрçин ветеранĕсем çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе хăйсен сисĕмлĕ тÿпине хывни, ДОСААФ уйрăмĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пирки каларĕ.

Митинг вĕçленсен автоколонна Комсомольски еннелле çул тытрĕ...



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться