Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Паха вăрлăх, удобрени...

ХАЛЬЛĔХЕ хĕл кунĕсем тăни çуркунне çитмест тенине пĕлтермест. Халăхра вара хапха умне çитсен çеç туя хатĕрленме хушман. Çур аки пирки те çаплах каламалла.

Çĕре хуратса хăварма чи малтанах мĕн кирлĕ-ха; Паллах, вăрлăхсем. Хывăх акнипех тырăллă пулаймăн тенине шăмăршăсем те яланах асра тытаççĕ, çур акине паха вăрлăхсемпе çеç ирттерме тăрăшаççĕ.

Районта çур аки валли тĕш-тырă вăрлăхĕсене палăртнинчен ытларах – 102 процент чухлĕ хывса хăварнă. Паянхи куна кондициллĕ вăрлăхсем 75 процент шутланаççĕ. Паян-ыран "Мир" акционерлă обществăра, "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче те вăрлăхсене кондицие лартса çитереççĕ. "Исток" хуçалăхра ку ĕçе çитес кунсенчех пуçăнасшăн.

Вăрлăхсене çĕнетес ыйту та манăçа юлмасть. Кăçал районта элита вăрлăхсене 55 тонна туянма палăртнă (вĕсем – урпа тата тулă), ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев институчĕпе, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн вĕренÿ хуçалăхĕпе килĕшÿсем тунă. Паха вăрлăхсене туянма "Хлюкин О.А." хресчен (фермер) хуçалăхĕ, "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ, "Шанс" акционерлă уçă общество кăмăл тунă.

"Çĕр çăкăрĕн" – минераллă удобренисен ыйтăвĕ те тимлĕхрен çухалмасть. Хальлĕхе Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕпе 300 тонна удобрени туянма килĕшÿ тунă. Ку тĕлĕшпе "Мир" тата "Искра" хуçалăхсене палăртмалла.

Хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене хутшăнакан техникăна, кăкарса ĕçлемелли хатĕрсене юсасси те начар мар пырать. Юсавлă техника хамăршăнах шанчăклă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться