Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕр тÿпе айĕнче пурăнатпăр

КАШНИ çулах историе мĕнле те пулин пулăмпа кĕрсе палăрса юлать. Раççейре, сăмахран, 2013 çула Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк тесе йышăннă. Çут çанталăк ыйтăвĕсенчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та пăрăнса иртмен. "Тăван ен тасалăхĕ тата тирпейлĕхĕ куçа савăнтарать, ырă шанăç кÿрет, халăх кăмăл-туйăмне çĕклет, ыранхи куна шанчăклăн кĕтме вăй-хал хушать, – тенĕ вăл. – "Тавралăх" текен ăнлав çут çанталăкпа экологи аспекчĕсене кăна уçăмлатмасть, вăл тата та анлăрах". Пирĕн шутпа, тĕрĕс, вырăнлă сăмахсем. Район экологĕпе В.Давыдовпа та калаçу шăпах çут çанталăкпа ăна упрас ыйтусем тавра пычĕ.

– Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка хутшăнса районта сахал мар мероприяти ирттерме палăртнă, ку тĕлĕшпе ятарлă план хатĕрлесе çирĕплетнĕ, – терĕ чи малтанах Виталий Борисович. – Паллах, сахал мар ĕçлеме тивет. Çитес вăхăтрах – март-апрель уйăхĕсенче пурнăçламалли мероприятисенчен пĕри – вăлча сапакан пулăсене тата пирĕн тăрăхра йăва çавăракан вĕçен кайăксене сыхласси. Асăннă икĕ уйăхлăха "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕпе ирттересшĕн. Паллах, шкулсем те аякра тăрса юлмĕç. Май уйăхĕнче тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалласа ятарлă семинар пулса иртĕ.

– Апла пулсан, ĕçсем çуркуннех пуçланаççĕ те кĕркуннечченех пыраççĕ;

– Çулталăкĕпех тенĕ пулăттăм. Мĕншĕн тесен, хăш-пĕр мероприятисене вăхăт уйрăмлăхĕсене шута илсе йĕркелеме тивет. Май-июнь уйăхĕсенче, тĕслĕхрен, шкул ачисем çут çанталăка сыхламалли акцие хастар хутшăнасса шанас килет. Çавăн пекех, шкулсенче кайăксен кунне ирттересси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Вĕренекенсем шăнкăрч йăвисем ăсталаççĕ. Çуркунне пуçланакан "Йывăç ларт та ăна пăхса ÿстер" акци кĕркунне малалла тăсăлĕ: маларах лартнă хунавсене пăхсах тăрăпăр. Тен, хăрнисене, питех вăй илейменнисене кĕркунне улăштарма та тивĕ.

– Виталий Борисович, тирпей-илем хамăршăн тетпĕр те-ха...

– Лайăххи пуриншĕн те лайăх. Тахçанхи ырă йăла – хамăр пурăнакан тăван тавралăха тирпейлесси – малаллах тăсăлĕ. Çакă савăнтарать: субботниксене çынсем хушасса-хистессе кĕтмесĕрех хастар хутшăнаççĕ. Ялсенчи тирпейлĕхе те тĕрĕслесех тăрăпăр, рейдсем ирттерĕпĕр. Çакăншăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те яваплă. Тепĕр чухне çынсем çÿп-çап пăрахмалли контейнерсене вăхăтра пушатманни пирки ÿпкелешнине те илтме тивет. Ку тĕлĕшпе малашне çакăншăн яваплисенчен çирĕпрех ыйтмалла.

– Экологипе çут çанталăк темипе иртекен конкурссене, ытти мероприятисене ачасем яланах хастар хутшăнаканччĕ...

– Ку тĕлĕшпе кăçал та хĕлхеме "сÿнме" памăпăр. Июнь уйăхĕнче, акă, республикăра "Чи лайăх эколог" конкурс иртмелле. Ун çĕнтерÿçисен хушшинче Шăмăршăсем те пуласса шанатпăр.

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕпе тачă çыхăнса ĕçлени те ырă витĕм кÿрет. Вăл пуçарса йĕркелесе пынипех районта кашни çулах Парксен маршĕ ăнăçлă иртет. Кăçал тата парк йĕркеленнĕренпе çирĕм çул çитет. Юбилейпе çыхăннă мероприятисем çÿллĕ шайра иртесси иккĕлентермест. Кунсăр пуçне сентябрьте Пĕтĕм Раççейри "Çĕрĕн озон сийне упраса хăварар" конкурс пулать. Наци паркĕ "Тĕнчене пăхса тĕлĕнмесĕр тăраймăн" выставка, "Ытарайми пирĕн Çĕр" литературăпа поэтика конкурсне йĕркелеме пăхнине те ырламалла кăна. Библиотекăсен ĕçченĕсем вара çут çанталăкпа çыхăннă тематика мероприятийĕсене ирттереççĕ. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ июньте "Хурăн уявĕ" фольклор уявне йыхравлĕ.

– Виталий Борисович, çут çанталăкпа тăван тавралăха сыхласси пирки район пĕлтерĕшлĕ тĕллевлĕ программăсем те пурччĕ пулас-ха;

– Пур, паллах. Вĕсенчен пĕри 2012-2013 çулсенче производствăпа йăла каяшĕсене тирпейлессипе çыхăннă. Ку ĕçе район администрацийĕпе ял тăрăхĕсем контроллесе тăрĕç. Çавăн пекех, "2010-2015 çулсенче Чăваш Республикинче экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси" тĕллевлĕ программăна пурнăçлама та хутшăнатпăр. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçне илсе пырасси те манăçа юлмĕ. Ку ĕçре район хаçачĕн тÿпи уйрăмах пысăк.

– Шел те, хушăран йĕркене пăсакансем те тĕл пулкалаççĕ-ха...

– Тăван тавралăха варалакансене тата çут çанталăка сиен кÿрекенсене халĕччен те пуçран шăлман, ун пеккисене малашне те каçару пулмĕ.

– Тавтапуç калаçушăн, Виталий Борисович.

– Вăхăт тупнăшăн хăвăра тав. Хамран вара пурне те ытарайми тăван тавралăх илемĕпе киленме, çут çанталăк пуянлăхĕсене упраса ÿстерсе пыма сунатăп. Пурте пĕр тÿпе айĕнче пурăнатпăр вĕт.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться