Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнтерÿ – Виçпÿртсенче

СПОРТА юратакансемшĕн кану кунĕ çук. Вĕсем яланах хăйсен ÿт-пĕвне тĕреклетме, ăмăртусенче çĕнтерме тăрăшаççĕ.

Ульяновск облаçĕнче, февралĕн 23-мĕшĕнче, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ пулнă. Унта ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕнче хăйĕн ăсталăхне туптакан Полина Егорова та хутшăннă, 5 километрлă дистанцире ăмăртса виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Вырсарни кун ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕсем Тутарстанри Çĕпрел районĕнче иртнĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хутшăннă. Александр Егоров тренер хатĕрлекен хĕрсем кунта та палăрнă. Полина Егорова 5 километра чи малтан чупса тухса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Командăри унăн тантăшĕсем Алина Муллина 3 километрлă дистанцире – ылтăн медаль хуçи, Ирина Егорова 2 километра чупса финиша иккĕмĕш çитнĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться