Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Танксен взвочĕн командирĕ

Çар офицерĕ... Отпуска килнĕ яштака пÿ-силлĕ, илемлĕ формăллă çар çынни урампа çăмăллăн утса кайнине курсан, ун çине пурте ăшă кăмăлпа пăхса юлаççĕ. Ара, Тăван çĕр-шывăн, унăн халăхĕн хÿтĕ-левçи-çке-ха вăл. Арçын ачасенчен хăшĕ-пĕрин вара офицер пулас ĕмĕт çуралать. Çар çыннин килĕшÿ-ллĕ форми тата пĕчĕк çăлтăрсемлĕ ылтăн пакунсем тĕлĕкре те курăнма пуçлаççĕ. Çутă ĕмĕт яша шкулта яланах лайăх паллăсемпе вĕренме, ÿт-пĕве куллен спортра пиçĕхтерме хистет. Унсăрăн епле-ха; Çар институтне вĕренме кĕрес тесен çамрăкăн лайăх пĕлÿллĕ, çирĕп сывлăхлă пулмалла...

Шăмăршăри Игорь Платоновăн çар офицерĕ пулас ĕмĕт хăçан çуралнă-ха;

Игорь амăшĕн йăмăкĕн, Гальăн, мăшăрĕ – Ильдар Вахитов, – çар çынни (халĕ вăл подполковник, Мускавра службăра тăрать). Пĕррехинче, Игорь Шăмăршă вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕреннĕ вăхăтра, Вахитовсем темиçе кунлăха Платоновсем патне хăнана килнĕ. Йыснăшĕн çар форми (вăл ун чухне капитан званийĕпе пулнă) Игоре тÿрех ки- лĕшсе кайнă. Вăл йыснăшĕнчен офицерсен служби-пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, çар институтне кĕмелли условисемпе кăсăкланнă. Ильдар Вахитов Игоре сехечĕ-сехечĕпе хăй ертсе пыракан танксен ротинчи танкистсен, командирсен пурнăçĕ пирки питĕ интереслĕ каласа кăтартнă. Капитан офицерсен службин романтикăлла саманчĕсем çинче те чарăнса тăнă, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен профессийĕ чи сумлисенчен пĕри пулнине те асăннă.

– Йысна, эпĕ сан пекех офицер-танкист пуласшăн, – тенĕ яш Вахитовсем çула тухма пуçтарăнсан.

– Сан шухăшна ырлатăп, – хуравланă капитан. – Эпĕ вĕреннĕ Омскри танк çар институтне кĕме тăрăш. Шкулта малашне те лайăх вĕрен, ÿт-пĕве спортпа пиçĕхтер.

– Офицер-танкист пулас тесе хамран мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăп эпĕ, йысна.

– Санăн ĕмĕтÿ пурнăçланасси пирки иккĕ-ленÿ çук манăн, тăванăм, – сыв пуллашнă май Игорĕн аллине кăмăллăн чăмăртанă капитан.

Çак кунтан пуçласа яш шкулта тата тăрăшарах вĕренме тытăннă. Шкулта волейболпа футбол командисенче вылякансем хушшинче чи активлисенчен пĕри пулнă Игорь Платонов, йĕлтĕр спортĕнче те хастарлăх кăтартнă.

Çутă ĕмĕт çулран-çул çирĕпленсех пынă. Ывăлĕн шухăшне ашшĕ те (хăй вăхăтĕнче службăра тăнăскер), амăшĕ те ырланă. Ашшĕн аппăшĕн ывăлĕ те, Андрей Горшков майор – вăл Кемеровăри çар институтне пĕтернĕ – отпуска килмессерен Игоре çар çынни пулма хавхалантарнă.

2006 çулта шкултан «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе тухсан, тивĕçлĕ документсем ха- тĕрлесен, мал ĕмĕтлĕ çамрăк Омск хулине тухса кайнă. Унти танк çар инженери институтĕнчи экзаменсене лайăх тытса, физкультура хатĕрленĕвĕн тĕрлĕ енлĕ нормативĕсене ăнăçлă пурнăçласа Игорь Платонов курсантсен йышне кĕнĕ.

Çар институтĕнче пĕтĕмĕшле предметсен тата командир хатĕрленĕвĕн занятийĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пынă май, 5 çул сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. 2011 çулхи июль уйăхĕнче курсантсем хăйсен пакунĕсемпе формисене офицерăннипе ылмаштарнă. Институт ялавĕ умĕнче чĕркуççи çине ларса çамрăк лейтенантсем Тăван çĕр-шыва яланах Присяга хушнă пек хÿтĕлеме тупа тунă.

Хĕвел анăç-Çурçĕр çар округĕнче, Мурманск хулинче, Игорь Платонов лейтенант танксен взводне йышăннă. Унăн подразделени- йĕнче – çĕнĕ йышши 3 танк. Хăйне шанса панă хăватлă техника яланах стройра пултăр, танксен командирĕсем, механик-водительсемпе операторсем хальхи çар хатĕрленĕвĕн хăнăхăвне илччĕр тесе тăрăшасси – лейтенантăн кулленхи тивĕçĕсем. Взвод командирĕ хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ Шăмăршă çамрăкне чаç командирĕ темиçе хутчен те Тав çырăвĕпе, Грамотăпа тата хаклă парнепе чысланă.

Нумаях пулмасть округра çар вĕренĕвĕ иртнĕ. Унта, тактика маневрĕсене, орудипе пулеметсенчен пемелли тĕрлĕ упражненисене питĕ лайăх пурнăçласа пирĕн çамрăк ентешĕмĕр службăра тăракан танксен роти округра чи лайăх подразделенисен шутне кĕнĕ. Кунта, паллах, Шăмăршă йĕкĕчĕн – пултаруллă командирăн Игорь Платоновăн тупи те пысăк.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 февраля 2013
00:00
Поделиться