Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ

Февралĕн 20-мĕшĕнче, республикăри ытти районсенчи пекех, пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Çак кун ĕç коллективĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар» Çырури тĕп ыйтусене сÿтсе явнă.

Чăваш Республикин çут çанталăк тата экологи министрĕн çумĕ Евгений Юшин, «Чăваш Республикинчи стандартизаципе метрологи тата тĕрĕслевсен патшалăх регион центрĕ» ФГУ директорĕ Сергей Абрамов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков çак кун Палтиелне çитнĕ, ялти вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулнă. Информаци ушкăнĕн представителĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар» Çырăва коллективпа пĕрле тишкернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çак Çырура республика аталанăвне тĕрлĕ енлĕн тишкерсе хакланă, çитĕнÿ-сене асăнса, регион ертÿçисем умĕнче тăракан тĕп тĕллевсене, 2013 çулти аталану курсне палăртнă. Çавăн пекех Çырура пирĕн граждансен пурнăç шайне лайăхлатассипе, пĕчĕк предпринимательлĕхе, ял хуçалăхне малалла аталантарассипе, бюджет сферин ĕçченĕ-сен ĕç укçине ÿстерессипе, халăха социаллă пулăшу парассипе, экологи хăрушсăрлăхĕпе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Республикăра тĕллевлĕ тĕрлĕ йышши программăсем, инвестици проекчĕсем пĕр тикĕс пурнăçланса пыраççĕ, промышленноç тата ял хуçалăх предприятийĕ-сене модернизацилесе çĕнетсе пыраççĕ. Чăваш Енри производствăра хальхи наукăпа техника çитĕнĕвĕсемпе усă курасси вăй илни те – ырă пулăм. Республика социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи хăвăртлăха малашне те ÿстерсе пырĕ. Республика Пуçлăхĕ Çырура асăннă проблемăсене татса парасси пĕчĕккĕн, тапхăр-тапхăрăн малалла пурнăçланă.

Çырăва сÿтсе явнă май, пухăва килнисем çак документра пирĕн пурнăçăн хальхи ыйтăвĕсене анлăн çĕкленине, республика ертÿçиссем халăхшăн тăрăшнине палăртнă.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин «Чăваш Республикин электронлă тата кинодокументаци патшалăх архивĕ» бюджет учрежденийĕн директорĕ Николай Медведев ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн активĕпе, ялти вăтам шкулти педагогика коллективĕпе, Чăваш Республикин ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераллă службин управленийĕн ертÿçин çумĕ Николай Романов тата район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Вадим Севрюгин ертсе пыракан информаци ушкăнĕ «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн тата Патирекри тĕп шкулăн ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура хускатнă ыйтусем тавра калаçнă. Информацин тепĕр ушкăнĕ – çак йышра Чăвашстатăн Шăмăршă районĕнчи ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Светлана Низамова, районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ Андрей Вазанов пулнă – Шăмăршă ял тăрăхĕн активĕпе тата кунта пухăннă граждансемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсемпе Çырăва сÿтсе явнă.

Районта пур коллективсенче те Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвне ырласа йышăннă.

Çак кун çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, ыйтусене татса пама тăрăшнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 февраля 2013
00:00
Поделиться