Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республика турнирĕнчен – çĕнтерÿпе

АЧАСЕМПЕ çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан ачасем тĕрлĕ ăмăртусенче çитĕнÿсем туса савăнтарсах тăраççĕ. Дзюдо енĕпе иртнĕ Чăваш Республикин турнирĕнче (1993-1995 çулсенче çуралнисем) Шăмăршă каччи Игорь Ефимов хăйĕн виçе категорийĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă. 90 килограма çитичченхи виçере кĕрешнĕ Виçпÿрт Шăмăршăн маттурĕ Артем Егоров иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

1999-2000 çулта çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинчи республика турнирĕ те пирĕншĕн çĕнтерÿсем илсе килнĕ. Дмитрий Горбунов (66 килограма çитичченхи виçе) – пĕрремĕш, Никита Архипов тата Алсу Федорова хăйсен йывăрăш виçисенче иккĕмĕш, Денис Захаров, Андрей Елисеев, Евгений Михайлов виççĕмĕш пулнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 февраля 2013
00:00
Поделиться