Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илемлĕн ялкăштăр «культура вучахĕ»

2012 çулта районти культура учрежденийĕсенче ял-йышшăн интереслĕ мероприятисем сахал мар иртнĕ. Культура ĕçченĕсем ĕçре паянхи куна тивĕçтерекен тĕрлĕ формăсемпе усă курма тăрăшнă.

Тĕпрен илсен, иртнĕ çулхи мероприятисенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырури, "Чăваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен" Указри, "Чăваш Ен культури: 2010-2020 çулсем", "Шăмăршă районĕн культури: 2011-2020 çулсем" тĕллевлĕ программăсенчи положенисем тĕп вырăн йышăннă. Культура ĕçченĕсем илемлĕ пултарулăха аталантарассипе, ял çыннисен культурăпа канăвне усăллă йĕркелессипе, тĕрлĕ наци халăхĕсен хутшăнăвĕсене çирĕплетессипе, йăли-йĕркипе культурине упрассипе, ÿкерчĕксен, декораципе алăсталăх искусствисене аталантарассипе, илемлĕ литература кĕнекисене тата тĕрлĕ отрасльсен изданийĕсене пропагандăлассипе, çамрăксене кăмăл-сипет, патриотла воспитани парассипе, сывă пурнăç йĕркине вĕрентессипе, культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессипе тата ытти енĕпе малалла ĕçленĕ.

Районта хальхи вăхăтра культурăн 32 учрежденийĕ ĕçлет, çав шутран 16-шĕ – культурăпа кану центрĕсем, 13-шĕ – ял поселенийĕсен библиотекисем, 2 музей тата ача-пăча искусство шкулĕ.

КУЛЬТУРĂПА КАНУ

УЧРЕЖДЕНИЙĔСЕМ

Клуб учрежденийĕсенче хор, ташă, театр, фольклор, алăсталăх, вокал тата ытти кружоксем йĕркеленĕ. 2012 çулта 149 пин тенкĕлĕх (2011 çулта – 115 пин тенкĕлĕх) тÿлевлĕ мероприятисем ирттернĕ.

Палтиелĕнчи тата Пуянкассинчи культурăпа кану центрĕсем хăйсен ĕçне сисĕмлех лайăхлатнине палăртмалла. Пуянкассинчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи хора, "Ахаяс" фольклор ушкăнне тата Абсалямовсен çемье ансамбльне, Чукалти культурăпа кану центрĕнчи хĕрарăмсен тата арçынсемпе хĕрарăмсен, Кивĕ Чукалти культурăпа кану центрĕнчи арçынсемпе хĕрарăмсен, Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕнчи "Форево", Долговсен çемье ансамблĕсене, Васанти культурăпа кану центрĕнчи Тихоновсен çемье ансамбльне ялта кăна мар, районти мероприятисенче те курма пулать.

Районта халĕччен "халăх коллективĕ" ята илемлĕ пултарулăхăн 6 ушкăнĕ тивĕçнĕччĕ. Халĕ вĕсен çумне Пуянкассинчи Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова ертсе пыракан "Ахаяс" ушкăн та хутшăнчĕ.

2012 çулта районти культура аталанăвĕ валли 10868,5 пин тенкĕ укçа уйăрнă пулнă (2011 çулта – 9909,6 пин тенкĕ), çав шутран ĕç укçи тÿлеме – 3965,4 пин тенкĕ (2011 çулта – 3442,1 пин тенкĕ).

Ялсенчи культура учрежденийĕсене модернизацилесе çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн районти 13 библиотекăна тата культурăпа канăвăн 3 учрежденине ("Шăмăршă районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕ" автономлă учреждени тата Пуянкассинчи, Карапай Шăмăршăри культурăпа кану центрĕсем) модельлĕ никĕс çине куçарнă.

Клуб учрежденийĕсене модернизацилени мероприятисене çÿллĕрех шайра, çав шутра тÿлевлисене те, йĕркелеме май парать. Çÿлерех асăннă 3 центра сасăпа çутă, видеопроекци аппаратурипе, компьютер техникипе, сцена костюмĕсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал Палтиелĕнчи тата Анат Чаткасри культурăпа кану центрĕсене модельлĕ никĕс çине куçарма палăртнă.

Районти мĕн пур культурăпа кану учрежденийĕсенче тĕрлĕ формăллă тата тематикăллă культура мероприятийĕсем – уявсем, театрализаци представленийĕсем, смотр-конкурссем, фестивальсем, концертсемпе спектакльсем, выставкăсем, кану каçĕсемпе дискотекăсем, вăйăсем иртеççĕ. Ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантарма та условисем туса панă.

Районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсем çуллен республикăри фестивальсемпе конкурссене хутшăнаççĕ. Карапай Шăмăршăри "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕ Шупашкарта пĕтĕм чăвашсен наци уявĕнче – Акатуйра халăха хăйĕн çепĕç юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ республикăри чăваш наци радиовĕн конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Шăмăршăри халăх театрĕ Пĕтĕм Раççейри ачасен драма коллективĕсен "Чĕрĕ классика" фестивалĕнче лайăх енĕпе палăрчĕ. Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕн солисчĕ Реис Алимов Ринат Гайнетдинова – юрăçа тата композитора халалланă автор юррисен тутар фестивалĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

2012 çулта Ярăславри культура çуртĕнче пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Кăçал вара Кивĕ Чукалти культурăпа кану центрне юсама палăртнă. Сăмах май, юлашки 3 çулта районти культура аталанăвĕн центрĕнче, Палтиелпе Чукал ял тăрăхĕсен культурăпа кану центрĕсенче те курăмлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, хальлĕхе культурăпа кану учрежденийĕсенчи пурлăхпа техника никĕсĕ паянхи куна тивĕçтереймест-ха. Клуб учрежденийĕсенчен чылайăшне ятарлă тата профильлĕ оборудованипе, хальхи çутăпа сасă аппаратурипе тивĕçтермен. Пуррисем кивелсе пыраççĕ.

Клуб учрежденийĕсене специалистсемпе тивĕçтерес ыйту çулран-çул çивĕч тăрать. 44 специалистран 12-шĕ – аслă, 20-шĕ вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ. Хальхи вăхăтра республикăри культура вĕренÿ заведенийĕсенче районти 11 çамрăк пĕлÿ пухать. Вĕсем чăваш патшалăх университетĕнче, Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, культурăпа искусство институтĕнче, педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче, республикăри культура училищинче вĕренеççĕ. Выпускниксенчен хăшĕ-пĕрисем района таврăнасса, культурăпа кану учрежденийĕсенче пархатарлă ĕçе пуçăнасса шансах тăратпăр.

БИБЛИОТЕКĂСЕМ –

ИНФОРМАЦИ ЦЕНТРĔСЕМ

Библиотекăсене çынсем пĕлÿ илес тесе çÿреççĕ. Унта вĕсем хăйсене килĕшекен кĕнекесем, журналсем илеççĕ, вулав залĕнче çĕнĕ изданисемпе, кĕнекесен куравĕсемпе паллашаççĕ. Информаци залĕнче вара библиотекарьсем компьютерсемпе усă курса, вулакансене кăсăклантаракан тĕрлĕ енлĕ информаци параççĕ. Библиотекăсенчи специалистсем, унчченхи формăсемпе усă курнипе пĕрлех, ĕçре çĕнĕ технологисене те кĕртсе пыраççĕ. Вулав çурчĕсенче компьютер технологийĕсем çулран-çул вăй илсе пыраççĕ. Ку вăл библиотекарьсемшĕн те, вулакансемшĕн те меллĕ.

Районти библиотекăсенчи кĕнекесен фончĕсене вулакансен интересĕсене шута илсе пуянлатса пыраççĕ. 2012 çулта районти библиотекăсене 3425 экземпляр çĕнĕ литература килнĕ. Кĕнекесен районти пĕтĕмĕшле фончĕ паянхи кун тĕлне 185 пин те 291 экземплярпа танлашать.

2013 çулхи пĕрремĕш çур çул валли районти библиотекăсем валли пурĕ 100 экземпляр (26 пин те 409 тенкĕлĕх) хаçат-журнал çырăнса илнĕ. 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта 77 экземпляр (18 пин те 745 тенкĕлĕх) çырăннă пулнă. 2012 çулта пурĕ (пĕрремĕш тата иккĕмĕш çур çулта) 156 экземпляр – 40 пин те 970 тенкĕлĕх – çырăнса илнĕ. Хаçат-журнал çырăнма ял тăрăхĕсен администрацийĕсем укçа куçарса панă.

Компьютерсем çамрăксене усăллă канма, пĕлÿ илме май параççĕ. Çамрăксем библиотекăсене право, информаци пĕлĕвĕ илме кăна мар, фондри интереслĕ дисксемпе паллашма тата Интернет сайчĕсем урлă пĕр-пĕринпе калаçма та çÿреççĕ. Енчен те библиотекăра вулакана килĕшекен произведени пулмасан, вăл ăна Интернет пулăшăвĕпе усă курса шыраса тупма, тулли текстпа паллашма пултарать.

Библиотекарьсем ялти тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемпе, çав шутра ачасемпе те, тимлĕ ĕçлесе пыраççĕ, кашнийĕн кăмăлне тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Библиотека ĕçченĕсем ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, шкулсемпе, клуб тата медицина учрежденийĕсемпе, правона сыхлакан органсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Нумай чухне мероприятисене пĕрле йĕркелеççĕ.

Паянхи кун халăха кĕнеке вулама явăçтарасси йывăрланчĕ. Ку, паллах, компьютер технологийĕсем анлăн сарăлса пынипе çыхăннă. Анчах библиотекарьсем ĕçре тĕрлĕ формăсем шыраççĕ. Лайăх пахалăхлă, тарăн содержаниллĕ кĕнекесене вулама явăçтарас тесе специалистсем çĕнĕ изданисен куравĕсене, вĕсен тишкерĕвĕсене йĕркелеççĕ, литература каçĕсем, пĕлÿ сехечĕсем, вулакансен конференцийĕсем, диспутсем, ытти мероприятисем ирттереççĕ.

Информацизаци библиотекăсен ĕçне тĕпрен улăштарса çĕнетрĕ. Халĕ библиотекăсенче традицие кĕнĕ каталогсем (алфавитлă, систематикăллă) каталогсем кăна мар, электронлисем те пур. Çак каталогсем урлă вулакансем районти, республикăри, Раççейри библиотекăсенчи кĕнекесем пирки те пĕлме пултараççĕ. Çавăн пекех ИРБИС система урлă Раççейри, республикăри хаçатсенчи статьясене вуласа тухма, "Паллă датăсен календарĕпе" паллашма пултараççĕ.

Модельлĕ библиотекăсенче, компьютерсемсĕр пуçне, кописем тăвакан техника, лазер принтерĕсем те пур. Вĕсене телефонсемпе те тивĕçтернĕ. Библиотекăсенче программăн çĕнĕ версине (ИРБИС 64) те кĕртнĕ. Çав вăхăтрах кивĕ компьютерсене юсас тата вĕсене çĕннисемпе улăштарас ыйту та тухса тăчĕ.

Районти библиотекăсенче, уйрăмах Шăмăршă, Пуянкасси, Палтиел, Пăчăрлă Пашьел тата Чукал ял тăрăхĕсен вулав учрежденийĕсенче, ял çыннисен интересĕсене шута илсе, тĕрлĕ клубсем йĕркеленĕ. Ку, паллах, библиотекăсене вулакансене ытларах явăçтарма та май парать.

ИСКУССТВО ШКУЛĔ –

ИЛЕМЛĔХ ТĔНЧИ

Шăмăршă вăтам шкулĕнче хальхи вăхăтра 625 ача пĕлÿ пухать. Вĕсенчен 87-шĕ Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче хушма пĕлÿ илет.

Искусство шкулĕнче халĕ 6 преподаватель ĕçлет. Баянпа, гитарăпа калама вĕрентекен преподавательсем çитмеççĕ.

Ача-пăча искусство шкулĕн тĕп тĕллевĕ – ачасене искусство тĕнчине явăçтарасси, творчество пултарулăхне аталантарасси, пуçламăш професси пĕлĕвĕ парасси. Пĕрлех преподавательсем ачасен музыкăри тата ÿкерессинчи пысăк пултарулăха вăхăтра асăрхас, вĕсене аслă е вăтам професси пĕлĕвĕ паракан заведенисене вĕренме кĕме хатĕрлес ыйтăва та яланах тимлĕхре тытаççĕ.

Искусство шкулĕнчи преподавательсем ачасене вăл е ку инструментпа калама, юрлама тата ÿкерме, алăсталăх япалисем тума кăна мар, вĕсене ырă чун-чĕреллĕ пулма, аслисене хисеплеме те вĕрентеççĕ. Преподавательсем музыка каçĕсем, тематика конкурсĕсем, куравсем, фестивальсем, тĕрлĕ жанрлă творчество эрнисем, уявсем, концертсем, районти уявсенче сувенирсем сутассипе ярмаркăсем йĕркелеççĕ.

Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕсем районти, республикăри, регионсем хушшинчи, Пĕтĕм Раççейри конкурссемпе фестивальсене, выставкăсене те активлă хутшăнаççĕ. Акă, республикăри эстрада юррисен "Чăваш Ен ритмĕсем – Çĕнĕ юхăм" фестиваль-конкурсра "Улыбка" вокал ансамблĕ тата Роман Ларшниковпа Юлиана Михайлова, Роман Ермолаевпа Вернер Виолетта солистсем хăйсене лайăх енĕпе кăтартрĕç. Ÿкерчĕксен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче Диана Тимофеева – иккĕмĕш, Нина Леонтьева – виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Ÿкерчĕксен республикăри дистанци конкурсĕнче Людмила Шамеева – иккĕмĕш, республикăри И.Юрьев призне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ÿкерчĕксен конкурс-выставкинче Никита Кузнецов – иккĕмĕш, Анастасия Матвеева – виççĕмĕш вырăнсем, алăсталăх искусствин республикăри конкурсĕнче Анастасия Матвеева – иккĕмĕш, Светлана Ленгесова виççĕмĕш вырăнсем çĕнсе илчĕç.

МУЗЕЙСЕН ĔÇĔ-ХĔЛĔ

Районти музейсем обществăлла пĕлтерĕшлĕ культура мероприятийĕсем йĕркелеççĕ, ветерансемпе çыхăну тытаççĕ. Ветерансем хăйсем те музейсене килсе шкулта вĕренекенсене аслă ăрури çынсен ĕçри хастарлăхĕ, фронтри паттăрлăхĕ çинчен каласа параççĕ. Музейсем студентсене рефератсем, курс, диплом ĕçĕсем çырассинче сисĕмлĕ пулăшу кÿрсе тăраççĕ. Музейсенче çуллен экскурсисем, лекцисем, тăван тавралăх тата истори сехечĕсем иртеççĕ. Васанти халăх музейĕнче йĕркеленĕ Бородино таврашĕнчи çапăçусен юбилейне халалланă вулакансен конкурсĕ, "Осколокпа шăтарнă комсомол билечĕ" паттăрлăх урокĕ, комсомол тата çар ветеранĕсен тĕл пулăвĕсем, Дмитрий Донской хăйĕн çарĕпе Куликово хирĕнче монгол-тутарсемпе çапăçса чаплă çĕнтерÿ тунă кун тĕлне ирттернĕ лекци-калаçу ял çыннисен асĕнче юлĕç. Кивĕ Шăмăршă йĕркеленнĕренпе 370 çул çитнине халалласа ирттернĕ ял уявĕ пурне те килĕшнине палăртмалла. Ăна йĕркеленĕшĕн Васанти халăх музейĕн тата Васан ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсене ял-йыш тав сăмахĕсем нумай каларĕ.

Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăва халалланă культура мероприятийĕсем 2013 çулта тĕп вырăн йышăнĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 февраля 2013
00:00
Поделиться