Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăннипех те маттур

РАЙОН хаçатĕнче февралĕн 6-мĕшĕнче пичетленнĕ "Карапайсенчен тĕслĕх илмелĕх пур" статьяна, эпир, Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче пурăнакансем, питĕ кăсăкланса вуласа тухрăмăр. Статьяна тĕрĕс çырнă.

Пирĕн ялсенче чăннипех те тĕлĕнмелли, савăнмалли тата мухтанмалли сахал мар. Ырă пулăмсем ĕлĕкренпех пыраççĕ. Карапайсемпе Çĕнтăрăнсем яланах ĕçченлĕхпе, тараватлăхпа, тирпейлĕхпе палăрса тăнă. Вĕсене таври ялсенче пурăнакансем те мухтанă, ырă тĕслĕх илнĕ.

Кунта хăш-пĕр фактсене аса илсе хăварни те вырăнлă пулĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 70-80-мĕш çулсенче Киров ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсем тырă, аш-какай туса илессипе, сĕт сăвассипе районта малтисен йышĕнче пыратчĕç. Вĕсем спортра та лайăх результатсем кăтартнă. Карапайсемпе Çĕнтăрăнсем спортра халĕ те маттур.

Пирĕн ялсен урамĕсенче яланах тирпейлĕх хуçаланать. Çакна çамрăксем ватăсенчен вĕренсе пыраççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр ялсене тирпей-илем кÿрес енĕпе ирттернĕ районти смотр-конкурсра Карапай Шăмăршă ялĕ "Чи лайăх ял" номинацире, Школьная урам "Чи лайăх урам" номинацире пĕрремĕш вырăнсене тухрĕç.

Пирĕн ялсенче пурăнакансем юрă-ташă енĕпе те ăста. Сăмахран, "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕ темиçе хутчен те республикăри уявсемпе фестивальсене хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Коллективра ветерансемпе юнашар çамрăксем те юрлаççĕ.

Ырă та тĕрлĕ енлĕ пулăмсене татах та асăнма пулать. Карапайсенчен чăннипех те тĕслĕх илмелĕх пур.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 февраля 2013
00:00
Поделиться