Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирĕн тивĕç – сиплесси

РАЙОНТИ сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче хальхи вăхăтра 30 врач тата ятарлă вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ 134 медицина ĕçченĕ вăй хурать. Врачсенчен 6-шĕ – аслă, 10-шĕ – пĕрремĕш, 3-шĕ – иккĕмĕш квалификаци категорийĕсене тивĕçнĕ. Медицина сестрисенчен 28-шĕ – аслă, 40-шĕ – пĕрремĕш, 3-шĕ – иккĕмĕш квалификаци категорийĕллĕ специалистсем. 2012 çулта района "Земски тухтăр" программăпа килĕшÿллĕн 2 врач-стоматолог килнĕ.

Районти тĕп больницăри стационарта талăкĕпех выртса сипленмелли 49 койка-вырăнпа тивĕçтернĕ. Кунсăр пуçне кăнтăрла сипленмелли 26 койка-вырăн пур. Ялсенчи çынсем пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвне пĕтĕмĕшле врач практикин 5 уйрăмĕнче тата 13 фельдшерпа акушер пунктĕнче илсе тăраççĕ. Пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕсенче – кăнтăрла сипленмелли 17 койка-вырăн.

ХАЛĂХ СЫВЛĂХĔН КĂТАРТĂВĔСЕМ

ÇЫНСЕН вăраха кайнă тата пирвайхи хут тупса палăртнă чирĕсем пирки каласан, сывлав органĕсен чирĕсем пĕрремĕш вырăнта тăраççĕ (34,7 процент). Сурансем – иккĕмĕш (11,9 процент), юн çаврăнăш системин чирĕсем виççĕмĕш (9,2 процент) вырăнта тăраççĕ.

Çитĕннисем хушшинче чĕрен пĕр йышши чирĕпе (ишемическая) 2011 çулта 431 çын чирленĕ пулсан, 2012 çулта – 890 çын. Чĕрен тепĕр йышши чирĕпе (острый инфаркт миокарда) 2011 çулта 10 çын чирленине шута илнĕ пулсан, 2012 çулта вăл 18па танлашнă. Цереброваскуляри чирĕсемпе чирлекенсем 2011 çулта (18 çултан аслăраххисем хушшинче) 639 çын пулнă, 2012 çулта – 646 çын. Пĕлтĕр 29 çын пуç мимин юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе аптраса ÿкнĕ, вĕсене пурне те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ панă.

Çул çитменнисем хушшинче 14 çул таранчченхи ачасем нумайрах чирлени палăрать. Вĕсем ытларах чухне сывлав, вар-хырăм органĕсен, нерв системин чирĕсемпе чирлеççĕ.

СОЦИАЛЛĂ ПĔЛТЕРĔШЛĔ ЧИРСЕМ

ЮЛАШКИ икĕ çулта районта наркомани чирĕпе чирленĕ фактсем пулман.

"Чăваш Ен ачисем" тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн – ăна республикăра 2010-2020 çулчченхи тапхăр валли йышăннă – "хăрушлăх ушкăнне" кĕрекен çул çитмен çамрăксене экспресс-тест витĕр кăлараççĕ. Пĕлтĕр 29 ачана тĕрĕслесе пăхнă, вĕсем хушшинче наркотиксемпе усă куракансем палăрман.

2012 çулта наркологи службин сăнавĕнче 200 çын тăнă. Арçынсемпе хĕрарăмсен хушшинчи шайлашу – 8:1. Алкоголизм чирĕ пуçланнă май наркологи кабинетне пĕлтĕр 7 çын килнĕ.

Хальхи вăхăтра ВИЧ-инфекци чирĕпе чирлĕ 9 çын учетра тăрать. Вĕсенчен 4-шĕ район территорийĕнче пурăнать. Пĕлтĕр çак хăрушă чире çаклатнă факт палăрман.

Пĕлтĕр туберкулезпа пĕрремĕш хут чирленисен шучĕ сахалтарах пулнă. Юлашки икĕ çулта çул çитменнисем хушшинче туберкулезпа чирленĕ фактсем пулман. Флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр 9434 çын тухнă.

ДЕМОГРАФИ

2012 ÇУЛТА районта пурĕ 189 ача çуралнă. Ку вăл, 2011 çултипе танлаштарсан, 18 ача чухлĕ сахалтарах.

2012 çулта 207 çын вилнĕ (2011 çулта 224 çын пурнăçран уйрăлса кайнă).

Районта çынсем вилессин сăлтавĕсене илсен, юн çаврăнăш системин чирĕсем пĕрремĕш вырăнта тăраççĕ. Çак чирсене пула 108 çын вилнĕ.

МЕДИЦИНА ПУЛĂШĂВĔ

Çулталăк хушшинче пурĕ 1874 çын районти тĕп больницăра талăкĕпех выртса сипленнĕ. Вĕсем стационарта пурĕ 17288 койка-кун пулнă. 2011 çулта кашни пациент вăтамран 9,0 кун сипленнĕ, 2012 çулта – 9,2 кун.

Кăнтăрла выртса сипленмелли (пурĕ 43 койка-вырăн) условисенче чирлисем 12696 пациент-кун пулнă, 1252 пациента сыватнă. Чирлисем кăнтăрлахи условисенче вăтамран 10,1 кун сипленнĕ.

Амбулаторипе поликлиника звенин врачĕсем патĕнче пациентсем пурĕ 118268 хут пулнă.

ПĔТĔМĔШЛЕ ВРАЧ ПРАКТИКИ ТАТА ВАСКАВЛĂ ПУЛĂШУ

ХАЛЬХИ вăхăтра пĕтĕмĕшле врач практикин служби – унта 5 врачпа 15 медицина сестри кĕрет – районти халăхăн 80,5 процентне пăхса-тĕрĕслесе тăрать. Диспансери сăнавĕнче кашни пĕр пин çын пуçне – 320,2.

Шыçă чирĕпе палăрнă 9 çынран 4-шĕ – вăхăтра сипленмесĕр чире вăраха янă çынсем. 3 çын туберкулезпа чирлине тупса палăртнă, вĕсенчен пĕрин чирĕ вăраха кайнă.

Районти васкавлă пулăшу службинче талăкĕпех ĕçлекен, чирлисем патне тухса çÿрекен фельдшерсен икĕ бригадине йĕркеленĕ.Фельдшерсем сменăпа ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр район çыннисем вĕсене хăйсем патне 3517 хутчен чĕнтерсе илнĕ. 679 çынна сипленме стационара илсе килнĕ.

ИНВАЛИДА ТУХНĂ

2012 ÇУЛТА 87 çын инвалидлăх илнĕ, çав шутран ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрисем – 53 çын. Инвалида тухнисенчен 41,3 проценчĕ – юн çаврăнăш системин чирĕсемпе аптракансем. Иккĕмĕш вырăнта – сурансем илнисем.

ТŸЛЕВСĔР МЕДИЦИНА

ХАЛĂХА стационар пулăшăвĕ памалли муниципаллă план-задание – 99,2 процент, кăнтăрлахи стационарти задание – 100 процент, амбулаторипе поликлиника пулăшăвĕн заданине 99,9 процент чухлĕ пурнăçланă.

2012 çулта районти сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче ял çыннисемшĕн уçă та тивĕçлĕ пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Çапла майпа халăха тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парас енĕпе йышăннă патшалăх гарантийĕн программине пурнăçласси районти медицина ĕçченĕсемшĕн тĕллевлĕ пĕлтерĕшлĕ тĕп задача пулса тăнă.

ЭМЕЛПЕ ТИВĔÇТЕРЕССИ

2012 ÇУЛТА çăмăллăхсемпе усă куракан граждансен категорийĕсене эмелпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йышăннă патшалăх программине пурнăçласа, врачсем çырса панă рецептсем тăрăх ял çыннисене 2001409,79 тенкĕлĕх тĕрлĕ йышши медицина препарачĕсемпе тивĕçтернĕ. Çак шутран тĕп списокпа – 840107,4 тенкĕлĕх. Хаклă йышши эмелсене 2841517,11 тенкĕлĕх уйăрса панă.

2012 çулта патшалăхран 246 çын социаллă пулăшу (набор социальных услуг) илсе тăнă.

ПУРЛĂХПА ТЕХНИКА НИКĔСĔ

2012 ÇУЛТА Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле врач пулăшăвĕн уйрăмĕ валли медицина оборудованийĕ туянма 250 пин тенкĕ куçарнă.

2011-2012 çулсенче Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавне модернизацилемелли Программăпа килĕшÿллĕн, районти тĕп больница валли пĕлтĕр васкавлă медицина пулăшăвĕн пĕр автомашинине уйăрса панă. Кунсăр пуçне çак Программăпах больницăна 15 принтер, 19 компьютер, 12 единица электрокардиограмма комплексĕ, пĕрер единица стандартлă ЭКГ опцийĕ тата виçĕ каналлă ЮКАРД – 100 электрокардиограф килнĕ.

МЕДИЦИНА ТĔРĔСЛЕВĔСЕМ

МЕДИЦИНА ĕçченĕсем çул çитмен çамрăксене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чир-чĕре çийĕнчех тупса палăртас, вĕсене тÿрех сиплеме пуçăнас тесе, хальхи медицина технологийĕсемпе усă курса пĕлтĕр 14 çулти 174 яшпа хĕре медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Çак мерăсем яшсене сывлăх енĕпе салтака юрăхлă пулма, хĕрсене çирĕп сывлăхлă ачасем çуратма май парĕç.

Районти халăхăн сывлăхне кирлĕ пек пăхса-тĕрĕслесе тăрасси, кирлĕ пулсан, тÿрех сыватма пуçласси, чир-чĕре тÿрĕ кăмăлпа сиплесси, тĕрлĕ чирсен, вăхăтсăр вилĕмсен çулне пÿлесси, ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшасси кăçал та медицина ĕçченĕсен тĕп тĕллевсем пулĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 февраля 2013
00:00
Поделиться