Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çырăва хаклаççĕ

Владимир ПЕТЬКОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ:

– Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕнче ырри нумай пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, эпир чăнах та экономикăра, социаллă ыйтусене татса парас енĕпе ÿсĕмсем туни курăнать. Паллах, пурнăçламалли те нумай-ха.

Çырăва хам енчен лайăх хак паратăп. Вăл районта пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, республикăра çитес вăхăтра тума палăртнă ĕçсемпе паллашма май парать, çитменлĕхсене пĕтерме хистет.

Зефер АФИЯТУЛЛОВ, акционерсен хупă "Мир" обществăн ертÿçи:

– Михаил Игнатьев ял хуçалăх ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Патшалăх енчен пулăшса пырасса шантарчĕ.

Ялта пурăнакансемшĕн ял хуçалăхĕ малти вырăнта тăрать. Хамăр туса илекен продукцие сутасси пĕлтерĕшлĕ пирĕншĕн. Çак тĕлĕшпе Михаил Васильевич калани хавхалантарчĕ: "Агропромышленноç комплексĕн организацисен умне хăйсем пăхса ÿстерекен тата туса илекен продукцие серцификацилес ĕçе 2013 çулта малалла тăсма тĕллев лартатăп. Мĕншĕн тесен çакă продукцине рынока кăлармалли тĕп çул тата яланхи туянакана тупма пулăшакан лайăх мел пулса тăрать".

Елена ФЕДОРОВА, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи:

– Республикăра демографи ыйтăвĕ ырă енне улшăнни савăнтарать. 2013 çулта ача амăшĕсене пулăшас тата ача çураласлăха ÿстерессишĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума палăртнă, çемьере виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан уйăхсерен укçа-тенкĕ тÿлевĕ уйăраççĕ. Ача çуратас кăмăллисемшĕн çакă пысăк пулăшу.

Сергей ГАЛКИН, "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ:

– Ĕçкĕлĕхе хирĕç кĕрешмелли пирки витĕмлĕн калани вырăнлă пулчĕ. Пирĕн пурин те ĕçкĕпе, табак туртакансемпе çивĕч кĕрешÿ пуçармалла. Республика Пуçлăхĕ çынсене спортпа туслаштарасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентесси çине татах та пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки асăнчĕ. Паллах, пурте спортсменсем пулаймĕç, анчах сывă пурнăç йĕркине мала кăларни обществăшăн пĕлтерĕшлĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 февраля 2013
00:00
Поделиться