Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Юмахра» – юмах тĕнчи

2013 çулхи февралĕн 12-мĕшĕ район историйĕнче хăйне евĕр паллă событипе палăрса юлать. Çак кун Шăмăршăра икĕ хутлă, 90 вырăнлă ача сачĕ хута кайрĕ.

Шурă, сарă, хăмăр, тĕттĕм хĕрлĕ тимĕр сайдинг материалĕпе тулашĕнчен илемлетнĕскер, тăррине тĕттĕм хĕрлĕ профнастилпа витнĕскер, кăштах юрпа витĕннĕ, ача сачĕ юмахри çурт евĕрлех курăнать, таçтанах хăйĕн илемĕпе илĕртет. Ача сачĕн йĕри-таврашне тимĕр карта тытса çаврăннă. Çак карта алăкĕнчен кĕрсенех ачасен урамри площадки пуçланать. Кунта – карусельсем, пĕчĕк пÿртсем, тĕрлĕ тĕслĕ сакăсем тата ытти хатĕрсем. Çил-тăманран, çумăртан хÿтĕленмелли çивиттиллĕ площадкăсем, спорт кĕтесĕ те пур. Вĕсенче урамра пĕчĕккисемпе хуть мĕнле çанталăкра та занятисем ирттерме пулать.

...14 сехет тĕлне "Юмах" ача сачĕ умне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Кунта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен пĕр мандатлă округĕн депутачĕ О.Мешков, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, унăн çумĕ В.Петьков, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн ертÿçи Н.Игнатьева тата ыттисем килсе çитрĕç.

Савăнăçлă пухăва уçса, райадминистраци пуçлăхĕ В.Фадеев ачасен çак сумлă учрежденине тума пулăшнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне М.Игнатьева тата хамăрăн депутата О.Мешкова чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав турĕ, çĕнĕ ача сачĕ уçăлнă май, халĕ райцентрта пĕчĕккисене садика вырнаçтарассипе çыхăннă çивĕч ыйту татăлнине палăртрĕ. Валерий Петрович çамрăк çемьесене ачасем ытларах çуратма сĕнчĕ, ачаллă çемьесене патшалăх сисĕмлĕ пулăшу парса тăнине асăнчĕ.

– Валерий Петрович Шăмăршăра çĕнĕ ача сачĕ тума пулăшу ыйтнине эпир кăмăллăн йышăнтăмăр, – терĕ О.Мешков депутат. – Çĕнĕ ача сачĕ уçăлни, çивĕч ыйтăва татса пама пулăшни ашшĕ-амăшне те, пире те савăнтарать. Ачасем ытларах çуралсан, вĕсене садика вырнаçтарас ыйту каллех çĕкленсен, эпир малашне те района пулăшма хатĕр.

Олег Вадимович ача сачĕн заведующине Л.Сабанована учреждени валли парне – тулли михĕ ача-пăча теттисем пачĕ.

В.Фадеевпа О.Мешков хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте çĕнĕ садика кĕчĕç. Кунти хăтлăх пурне те килĕшрĕ. Çутă та илемлĕ пÿлĕмсем, коридорсем кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕç. "Строитель" ООО ĕçченĕсем строительство ĕçĕсене тирпейлĕ пурнăçлани тÿрех курăнчĕ.

Садикра ачасен пилĕк ушкăнĕ пулмалла. Хальлĕхе 4 ушкăн йĕркеленĕ: пĕчĕккисен икĕ группине (1,5-2 çултисем), вăтам тата аслă ушкăнсем. Кашни ушкăнăн – занятисем ирттермелли, вылямалли тата апатланмалли пысăк пÿлĕм, буфет, çывăрмалли пÿлĕм тата хальхи условильлĕ туалет.

Çĕнĕ ача сачĕн реконструкци ĕçĕсем 51,1 миллион тенкĕпе танлашаççĕ.

Учреждени коллективне аслă пĕлÿллĕ Л.Сабанова ертсе пырĕ. Любовь Михайловна – пысăк стажлă педагог. Садикре пурĕ 22 работник пархатарлă ĕçе пуçăнать.

Юлашкинчен пурте садикри музыка класне пухăнчĕç. Кунта ачасем тата садик ĕçченĕсем концерт кăтартрĕç.

– "Юмах" ача сачĕнче пĕчĕккисене яланах интереслĕ пултăр, вĕсем кунта хăйсене юмах тĕнчине лекнĕн туйччăр тесе çине тăрса ĕçлĕпĕр, – палăртрĕ учреждени заведующийĕ Л.Сабанова.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 февраля 2013
00:00
Поделиться