Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сирĕнпе мухтанатпăр

Пирĕн кукаçипе кукамай – Петр Кузьмичпа Елена Григорьевна Мандрюковсем – Кивĕ Чукалти сумлă ĕç ветеранĕсенчен пĕрисем. Хăйсен ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе вĕсем ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.

Çемьере аслă ача пулнă май, Петр Мандрюков пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан колхозра ĕçленĕ. 1958 çулхи кĕркунне ăна, вун тăххăрти йĕкĕте, çар службине илнĕ. Салтак тивĕçне Владивосток хулинче пурнăçланă. Унта вăл водителе вĕренсе тухнă, автомашинăпа çар грузĕсем турттарнă. Виçĕ çул çурă службăра тăрсан, 1962 çулхи февральте тăван яла – Кивĕ Чукала таврăннă.

Петр Мандрюкова, салтакра водитель ăсталăхне илнĕскере, тăван колхозра водительте ĕçлеме сĕннĕ. Çак ĕç ăна хăйне те илĕртнĕ. Анчах йĕкĕт, ялти юратнă хĕрĕпе – Елена Чамеевапа – пĕр çемьене пĕрлешсе хăйсен çурт-йĕрне çавăрас ĕмĕтпе пурăнаканскер, вăрман хуçалăхĕн сухăр юхтаракансен бригадине ĕçлеме вырнаçнă (унта ĕçлекенсене çуллен хыр йывăçĕсем уйăрса панă). Пĕр çулталăкран, 1963 çулхи февральте, пĕр-пĕрне юратакан каччăпа хĕр саккунлă майпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ, чаплă туй тунă.

Мандрюковсем сухăр юхтаракансен бригадинче пĕрлех ĕçленĕ. Темиçе çултан вĕсем тĕп килтен уйрăлса тухса хăйсен çуртне лартнă. Петрпа Елена Мандрюковсен кил-çуртне тăватă хĕр ача сасси тулли илем кÿрсе тăнă.

Кукаçи каярахпа Вырăс Чукал лесничествинче рабочире ĕçленĕ. Тăрăшуллă ĕçленĕшĕн ăна Чăваш АССР вăрман хуçалăхĕн министерствин Грамотипе наградăланă. Утмăл çул тултарсан, 1999 çулта, тивĕçлĕ канăва тухнă.

Кукамай каярахпа сухăр юхтаракансен бригадинчен тăван колхоза ĕçлеме куçнă. Чылай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Елена Григорьевнăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе чысланă. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ районти хисеп хăми çинче те пулнă. Аллă пиллĕк тултарсан пенсие кайнă.

Кукаçипе кукамай тăватă хĕрне те тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Асли, Мария, Мускавра пурăнать. Нина Ульяновскра тĕпленнĕ. Надя кÿршĕ яла – Пăчăрлă Пашьелне качча кайнă. Вĕсем пурте хăйсем килĕштернĕ ĕçре вăй хураççĕ. Кĕçĕнни, Елизавета, – вăл пирĕн анне пулать ĕнтĕ – тăван ялах качча тухнă (аттене – Владимир Малеева).

Кукаçипе кукамай халĕ иккĕшех пурăнаççĕ. Пĕр ялта пурăннăран, вĕсем патне эпир куллен тенĕ пекех кайса килетпĕр, пулăшатпăр. Ветерансем килти хуçалăхра ĕне, сысна, кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ. Аттепе анне тата эпир, виçĕ мăнукĕ, кукаçипе кукамая утçи тапхăрĕнче утă хатĕрлеме, кĕр пуçламăшĕнче çĕрулми кăларма пулăшатпăр.

Кукаçипе кукамай пĕрре те пушă лармаççĕ. Сăмахран, кукаçи хăйсен хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсене тата мăнукĕсене – эпир тăххăрăн – хĕлле кăçатăсем çапса парать. Вăл купăс та ăста калать. Кукамай пирĕн валли çăмран алса-нуски çыхса парать, тутлă кукăльсемпе хăналать.

Çак кунсенче кукаçипе кукамай хăйсем пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнине – ылтăн туйне – палăртрĕç. Тулăх кĕрекене хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем, хресна ачисем пуçтарăнса, вĕсене чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

Кукаçипе кукамай пурришĕн эпир савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 февраля 2013
00:00
Поделиться