Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шупашкартан – çĕнтерÿпе

КАШНИ çулах сывлăх сыхлавĕн профсоюз ĕçченĕсен республикăри йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртет. Кăçал вăл Лапсар поселокĕнче пулнă.

Районти тĕп больница команди çивĕч ăмăртусенче – вĕсем çул ÿсĕмне кура тĕрлĕ тапхăрпа пынă – пĕрремĕш вырăна тухнă. Шăмăршă йĕлтĕрçисем кашни ÿсĕмри тапхăртах малти вырăна йышăннă. Çакă пĕтĕмĕшле командăна çĕнтерÿ патне илсе пынă.

– Эпир çак ăмăртусенче виççĕмĕш çул кубока тивĕçрĕмĕр, – пĕлтерчĕ Игорь Поляков тухтăр. - Пирĕн ĕçченсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшаççĕ. Çакна ыттисене те пурнăçлама ыйтаççĕ.

Сăмах май каласан, районти сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем спортăн хăть те хăш тĕсĕнче те çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреççĕ. Вĕсем çăмăл атлетикăра та, футбол-волейбол вăййисенче те, йĕлтĕр спортĕнче те пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 февраля 2013
00:00
Поделиться