«Шевле» валли – телесюжетсем
ФЕВРАЛĔН 11-мĕшĕнче Шăмăршăна Чăваш телевиденийĕн журналисчĕ Марина Карягина телеоператорпа пĕрле килсе çитрĕ. Вĕсем Шăмăршăри çĕнĕ ача сачĕнче, вăтам шкулта тата физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕç.
Шкулта вĕренекенсем йĕлтĕр спорчĕпе туслă пурăнни, районта кăна мар, республикăри ăмăртусенче те лайăх результатсемпе палăрни пирки каласа пачĕç. Физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнра тата каток çинче спорт ăсталăхне туптакан ачасем спортăн çак тĕсĕсем хăйсене питĕ килĕшнине, тренировкăсемпе ăмăртусем сывлăха çирĕплетнине, вĕренÿре пулăшса пынине палăртрĕç.
Çак телесюжетсене ачасен "Шевле" телепередачин çитес кăларăмĕсенче курма пулать.