Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕнекесемпе иллюстрацисен куравĕ

ÇЫНСЕМ çĕршер çул хушши çут çанталăка парăнтарас, ăна çĕнетсе улăштарас тĕллевпе пурăннă. Çав вăхăтрах кайран мĕн пуласси, тăван тавралăха упрасси пирки шутламан та вĕсем.

Паян вара çут çанталăка хÿтлĕх кирлĕ: сывлăш, юхан шывсем, уй-хирсем вараланса пыраççĕ. Ăна кирлĕ пек упрасан тăван тавралăх пире сывлăхшăн усăллă таса сывлăшпа, кристал пек çутă шывпа, хитре тавралăхпа савăнтарса тăрĕ.

Тăван тавралăха упрамалли çулталăка халалласа Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекин вулав залĕнче "Тавралăха юрататпăр пулсан, пурăнасчĕ ăна упраса" ятпа кĕнекесемпе иллюстрацисен анлă выставкине йĕркеленĕ.

Куравăн "Пирĕн планета хăрушлăхра" пайĕнче çутçанталăк пуянлăхĕсемпе тĕрĕс усă курассипе, тăван тавралăха упрассипе, экологи хÿтлĕхĕпе çыхăннă тематикăллă кĕнекесемпе хаçат-журналсенчи статьясене курма пулать.

Çут çанталăк пире хăйĕн вăрттăнлăхĕпе, тĕрлĕ енлĕ тата питĕ ытарлă ÿкерчĕксемлĕ илемлĕхĕпе юмах тĕнчи евĕрлех илĕртсе тăрать. "Чĕрĕ çут çанталăкăн вăрттăнлăхĕсем" пайри хитре иллюстрациллĕ кĕнекесемпе паллашма питĕ интереслĕ.

Тĕнчери пур çĕр-шывра та заповедник-участоксем уйăрнă. Вĕсене упраса пурăнасси Раççейри наци паркĕсен тĕп задачи пулса тăрать. Выставкăн "Тĕлĕнтермĕш кĕтессем" пайĕнче тĕнчери интереслĕ заповедниксем, вĕсенчи тĕрлĕ чĕрчунсем пирки вуласа пĕлме пулать. Пĕрлех "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ пирки те интереслĕ материалсем пур.

Ял-йыша пирĕн библиотекăна килме, анлă выставкăпа паллашма сĕнетпĕр. Кунта пĕлмелли, вуламалли сахал мар.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 февраля 2013
00:00
Поделиться