Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Хĕрÿ иртрĕ» йĕлтĕр йĕрĕ

ШĂМАТ КУН, февралĕн 10-мĕшĕнче, районта чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ. XXXI хут иртекен "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2013" йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ ача садне çÿрекенсенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухнисем таранах йĕлтĕрсем сыртарчĕ.

Çулсеренех иртекен "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" чи массăллă спорт ăмăртăвĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çавăнпа та çынсемшĕн çĕнтерÿ пĕлтерĕшлех те пулмарĕ. "Чи кирли пирĕншĕн хамăр сывлăха тĕреклетни", – терĕç вĕсем. Районта йĕлтĕр сырнă 3210 çын хушшинче хытă чупакансем малта пулчĕç. Паллах, çĕнтерÿçĕсем парнесемсĕр юлмарĕç.

Шăмăршăра ăмăртусем вăрманта иртрĕç. Кунта ватти те, вĕтти те чупма хаттĕррине систерсе старт парасса кĕтрĕ.

Йĕлтĕрçĕсене çĕнтерÿпе ăнăçу сунса район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев саламларĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков Шăмăршăсене ăнăçлă старт суннипе кăна лăпланмарĕ, хăй те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ.

Предприятисен, организацисен, учрежденисен ĕçченĕсем, шкул ачисемпе ача сачĕсене çÿрекенсем – пурте пысăк хастарлăхпа чупрĕç. Çĕнтерÿçĕсене Олег Мешковăн парнисене хуçа аллинчен илме те кăмăллă пулчĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансенчен – чи асли 69 çулти Владимир Шуряков, кĕçĕнни 5 çулти Елисей Ефимов пулчĕ.

Анат Чаткас ял тăрăхĕнче те йĕлтĕр спортне кăмăллакансем йышлăн пухăнчĕç. Пĕри тепринчен хытăрах чупма тăрăшрĕ. 125 çын хушшинче Василий Мартынов (77 çулта), Артем Юманов (5 çулта) чи аслă тата кĕçĕн спортсменсем пулчĕç.

Пăчăрлă Пашьелĕнче 145 çын старта тухрĕ. Ăнăçлă чупакансем финиша малтан çитсе парнесене тивĕçрĕç, çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Кунта Максим Матвеев (5 çулта) чи çамрăк йĕлтĕрçĕ пулсан, Анатолий Петров (60 çулта) – чи асли.

Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2013" виççĕре яхăн йĕлтĕрçе ăмăртăва пухрĕ. Вĕренекенсем, вĕрентекенсем, предприятисемпе учрежденисен ĕçченĕсем, тивĕçлĕ канурисем йĕлтĕрсем сырчĕç.

Валерия Петрова 2 çул та 2 уйăхра çеç пулсан та ăмăртăва аслисемпе пĕрле тухнă. Ольга Столяровапа Валерий Раков пенсионерсем (60 çулта вĕсем) те финиша чиперех çитрĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 февраля 2013
00:00
Поделиться