Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачи-пăчи пуç таять, телей сунать

ÇЫНСЕНЕ ĕçпе те, ăспа та пулăшма пултараççĕ ватăсем. Ватă çыннăн вĕрентсе каланă сăмахĕ пурнăçра нихăçан та ытлашши мар, яланах вырăнлă. Пурнăç нушине курнăскерсем, чăтса ирттернĕскерсем хурапа шурра, ырăпа усала лайăх уйăрма вĕреннĕ, çитĕнекен ăрăва та, ачисемпе мăнукĕсене те çавнах каласа ăнлантараççĕ. Пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ вĕсен, самани çапла пулнă. Çитмен, хĕсĕк пурнăç çамрăклах пилĕке авнă. Шăмăршăра пурăнакан Лидия Убасеван та çакна веçех чăтса, тÿссе ирттерме тивнĕ.

Ырă кăмăллă та тарават Лидия Григорьевна кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар Шăхаль ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Сталинград патĕнче пуçне хунă. Çемьере чи аслă ача пулнăран, унăн çине ĕçĕ те нумайрах тиеннĕ. Ачалăхĕ хăрушă вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Çитĕннисемпе пĕрле мĕн вăй çитнĕ таран ĕçленĕ вăл, нăйкăшса, ÿркенсе тăман: уй-хирте тар тăкнă, окопсем чавма та хутшăннă. Çав çулсенче хастар ĕçленĕшĕн ăна "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă.

Л.Убасева нумай çул районти промкомбинатра станочницăра тăрăшнă. Кунта та вăл лайăххисен шутĕнче пулнă.

Вăр-вар та пултаруллă хĕрпе Анат Чаткас каччи Василий Убасев паллашса пĕр çемье çавăрнă. Вĕсем тăватă хĕрпе пĕр ывăл çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Пурне те çĕр-шыва юрăхлă çын тума ырми-канми тăрăшнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Ачисем ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртмен, вĕсен шанчăкне тÿрре кăларнă, пиллĕкĕшĕ та аслă шкултан вĕренсе тухнă. Вĕсем пурте педагог профессине алла илнĕ. Çакă, паллах, Лидия Григорьевнăпа Василий Михайловича чунтанах савăнтарать. Мăнукĕсем те, пĕринчен те тепри маттурскерсем, ватăсене савăнăç парнелеççĕ. Сакăр мăнукпа мăнукĕсен икĕ ачи куç тулли телей парнелеççĕ.

Лидия Григорьевна 80 çула çитрĕ пулсан та чиперех çÿрет. Мăшăрĕпе хăтлă çуртра шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăнаççĕ, кил хушшинчи ĕçсемпе аппаланаççĕ, çуллахи кунсенче пахчара тăрмашаççĕ.

Амăшĕпе ашшĕне, кукамăшĕпе кукашшĕне, асламăшĕпе аслашшĕне ачисемпе мăнукĕсем манмаççĕ, килсе пулăшсах тăраççĕ. Халĕ ватăсемшĕн тĕпренчĕкĕсен ăшă сăмахĕ чун сиплевĕ, кăмăл уççи.

Лидия Убасеван 80-мĕш çуралнă кунĕнче кĕрекере хаваслă юрă, шÿт-кулă, тав сăмахĕсем янăраççĕ. Пысăк йыш ăна çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунать, ачи-пăчи ун умĕнче пуçне таять. Çакă мар-и вара уншăн савăнăç, хисеп;

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 февраля 2013
00:00
Поделиться