Валерий Фадеев: «Малалла пăхмасăр малашлăх çук»
ИРТНĔ çул, виçĕм çулхипе танлаштарсан, районăн экономика аталанăвĕ, промышленноç таварĕсем туса кăларасси, ял хуçалăх продукцийĕ илесси, тĕрлĕ тавар çаврăнăш, çынсене тÿлевлĕ пулăшу парасси тата çавăн пекех ĕç укçи те ÿсни палăрать. Паллах, ĕçлемесĕр, вăй хумасăр пулман ку ÿсĕмсем. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев та пытармасть.
– Промышленноçах илер-ха, акă, – терĕ Валерий Петрович. – 2012 çулта 12 041 пин тенкĕлĕх продукци хатĕрленĕ. Ку кăтарту 2011 çулхи шайран пысăкрах. Продукци туса кăларасси пĕлтĕр "Шемуршинсксельэнерго" хупă акционерла обществăра, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕнче, "Корчаков Л.В." уйрăм çын предприятийĕнче ÿснĕ. Иртнĕ çул 542 Гкал ăшă энергийĕ, 761 пин кубла метр çут çанталăк газĕ перекетленĕ. Шăмăршăсем чăннипех ĕçлеме пĕлеççĕ.
– Валерий Петрович, промышленноçпа пĕрлех, ял хуçалăхĕ те пĕр вырăнта тăман ĕнтĕ.
– Пирĕн район ял хуçалăх районĕ шутланать. Тĕп отрасльсем – ÿсен тăран тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси. Ку тĕлĕшпе те хресчен алă усса ларнă теме чĕлхе çаврăнмасть. Пĕлтĕр усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 4177 пин тенкĕлĕх (республикăра – 3300) продукци илнĕ.
Уй-хир ĕçĕсене вăхăтлă пурнăçламасăр, агротехникăна пăхăнмасан палăртнă чухлĕ тухăç пулайманни каламасăрах паллă. Иртнĕ çулхи кăтартусене хурламалла мар: çанталăка пăхмасăр 21258 тонна тыр-пул, 49777 тонна çĕр улми, 6021 тонна пахча çимĕç пухса кĕртнĕ.
Пĕлтĕр 3115,4 тонна аш-какайпа 18825,7 тонна сĕт туса илме пултарни районта выльăх-чĕрлĕх йышĕ ÿссе пынипе çыхăннипе палăртмалла. 2012 çулта ял хуçалăхне аталантарма патшалăх 57,56 миллион тенкĕ укçа парса пулăшнă. Тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсем субсидисем те илнĕ.
Килти хушма хуçалăхсем вăй илсе аталанса пыни те – лайăх пулăм. Иртнĕ çул вĕсенчен 919-ăшĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ.
2012 çулта инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе те сахал мар ĕçленĕ. Кăçал вара "Сатеев А.И.", "Хлюкин О.А." фермер (хресчен) хуçалăхĕсен, "Шанс" ОООн фермисене реконструкцилесе çĕнетме палăртнă. Çак тĕллевсем пурнăçа кĕрсен продукци илесси те ÿсĕ, ĕç условийĕсем лайăхланĕç. Ман шутпа, чи малтанах çын факторĕ тĕп вырăнта пулмалла.
– Çынсен пурнăç шайĕ, вĕсен çурт-йĕр условийĕсем те лайăхланса пынине асăрхамасăр тăма май çук.
– Ку тĕрĕсех. Пĕлетĕр ĕнтĕ: 2003 çултанпа районта "Яла 2013 çулччен социаллă аталантарасси" тĕллевлĕ федераллă программа пурнăçланать, унпа çыхăннă мероприятисене ĕçе кĕртме района федераллă бюджетран 38,967 миллион тенкĕ укçа килнĕ. 2003-2012 çулсенче ялсенчи 233 çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Вăл шутран 86-шĕ – çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем. Ялсенче пурăнакансемшĕн комфортлă пурнăç условийĕсем туса пама тăрăшатпăр. Çут çанталăк газĕ, асфальтлă çулсем, модельлĕ библиотекăсем, ку чухнехи шкулсемпе спорт сооруженийĕсем, çемье тухтăрĕн офисĕсем – ĕлĕкрех вĕсем пирки çынсем шухăшлама та пултарайман. Ялсене ĕçмелли паха шыв çитиччен те вăхăт нумаях юлмарĕ.
Ĕç укçи те ÿссе пырать. Çакă ял хуçалăхĕнче, вăрман хуçалăхĕнче, вĕрентÿре, суту-илÿре лайăх палăрать.
– Валерий Петрович, калаçăва тăснă май, пĕчĕк предпринимательствăран та пăрăнса иртме çук пулĕ;
– Лайăххи – куç умĕнчех. Хăшĕсем кăлăхах ялта ĕç çук теме пăхаççĕ. Ÿркенмелле çеç мар, ĕçрен хăрамалла мар. Харпăр хăй ĕçне пуçарса ярас текенсене район администрацийĕ те яланах пулăшма хапăл.
Хальхи вăхăтра районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем – 300. Вăл шутран 41-ĕшĕ – пĕчĕк предприятисем, 339-ăшĕ – уйрăм предпринимательсем. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем вара – 105. 2012 çулта кăна, сăмахран, 176 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă, тĕрлĕ пулăшу панă – 2011 çулхинчен палăрмаллах нумай. Паянхи кун тĕлне пĕчĕк предприятисенче 1,2 пин çын ĕçлет.
Пĕлтĕр халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçсĕр 8 çын хăйсен ĕçне йĕркелесе яма пултарнă. Уйрăм предпринимательсенчен вырăнти бюджета налуксем пырса кĕресси те ÿсет.
Тепĕр курăмлă пулăм – районта ĕçсĕрлĕх чакса пыни. Пĕлтĕр центра 997 çын пулăшу ыйтса пынă пулсан, 898-ăшне ĕç тупса панă, чылайăшне обществăлла ĕçсене явăçтарнă.
– Юлашки вăхăтра социаллă тÿлевсем пирки нумай калаçнине илтме пулать.
– Паллах, ăнсăртран мар ĕнтĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 1119 çын уйăхсерен ачасемшĕн пособи илсе тăнă, вĕсене 9742,6 пин тенкĕ укçа тÿленĕ. Кунсăр пуçне пĕлтĕр пурăнмалли çурт-йĕрпе хваттершĕн, коммуналлă пулăшушăн тÿлеме 706 çемьене 6,5 миллион тенкĕлĕх субсиди панă. Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çул социаллă тÿлевсемпе пособисен, компенсацисен виçи 61,9 миллион тенкĕпе танлашнă.
– Валерий Петрович, инвестици ĕçĕ-хĕлĕ пирки мĕн каланă пулăттăр;
– Кунта каллех цифрăсенчен пăрăнса иртеймĕн. 2012 çулта районта инвестици калăпăшĕ 435,53 миллион тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран республика бюджетĕнчен – 94,3, вырăнти бюджетран – 13,86 миллионшар тенкĕ. Иртнĕ çул пĕчĕк предпринимательство объекчĕсен шутне кĕмен организацисем 56,71 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Чылай шкулсенче, Ярăславри культура çуртĕнче модернизаципе капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кĕçĕн классен çуртне реконструкцилесе ун çумĕнче шкул çулне çитичченхи ачасем валли 90 вырăнлăх хушма çурт тăвассине вĕçленĕ.
Çавăн пекех, нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли республикăри программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр нумай хваттерлĕ пĕр çурта тĕпрен юсанă. Кунсăр пуçне юхăннă тата авариллĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсемпе е çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăна пурнăçласа Шăмăршăра 130 тăваткал метрлă пĕр хутлă, виçĕ хваттерлĕ çурт тунă.
Районта "Çурт-йĕр" федераллă тĕллевлĕ программа та пурнăçа кĕрсе пырать. 2012 çулта 16 çамрăк çемье тата 5 çын çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 11,196 миллион тенкĕлĕх социаллă тÿлев илнĕ. Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси те манăçа юлмасть. Пĕлтĕр вĕсем валли районта пилĕк çурт тунă. 2012 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче районта пĕтĕмпе 15102 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Кунсăр пуçне иртнĕ çул Шăмăршăри Юбилейная, Ленин урамĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсен таврашĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, тирпей-илем кĕртнĕ.
Иртнĕ çул, çавăн пекех, Шăмăршăра ватăсене вăхăтлăх пурăнмалли çурт тума пуçланă. Вăл, кирпĕчрен купаланаканскер, икĕ хутлă, 30 вырăнлă пулмалла. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1177 тăваткал метрпа танлашĕ, унта пурăнма кирлĕ мĕн пур условисем пулĕç. Пĕтĕмĕшле смета хакĕ – 55 млн та 340 пин тенкĕ. Пĕлтĕр 3 млн тенкĕлĕх ĕç тунă, объектра тата 52 млн та 340 пин тенкĕлĕх ĕç тумалла.
– Муниципаллă пурлăх тата çĕр ресурсĕсем...
– Тÿрех каламалла: 2012 çулта муниципаллă пурлăхпа усă курни 2,429 миллион тенкĕ, вăл шутран çĕр лаптăкĕсене арендăна пани 1,76 миллион тенкĕ, муниципаллă пурлăха арендăна пани 664,06 пин тенкĕ тупăш панă.
Районăн харпăрлăхĕ шутланакан муниципаллă пурлăха реестра кĕртесси те пырать, 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 109 объекта шута илнĕ.
Çĕр ресурсĕсем тенĕрен, пĕлтĕр усă курман 373 пай çĕрне (665 гектар) ял поселенийĕсен муниципаллă харпăрлăхне куçарнă, 116 çĕр пайне муниципаллă пурлăх шучĕпе регистрациленĕ. Пĕлтĕр нумай ачаллă çемьесене 46 çĕр участокĕ уйăрса панă. Кăçал тата çакнашкал 25 çемьене çĕр пама палăртнă.
– Валерий Петрович, юлашкинчен мĕн каланă пулăттăр;
– Ĕçлемелле, мĕн тунипе çырлахса, лăпланса лармалла мар – малаллах утмалла, ăнтăлмалла. Малалла пăхмасăр малашлăх çук.