Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасем тимлĕхре пулччăр

КĂÇАЛ январь уйăхĕнче район территорийĕнче çул çитменнисем преступлени тунине регистрацилемен (тÿнтерле ĕçсем пĕлтĕрхи январьте те пулман). Анчах та ку вăл – лăпланмалли сăлтав мар. Ачасене çемьере те, шкулта та яланах тимлĕхре тытмалла.

Паллах, хăйсен ачисемшĕн чи малтан ашшĕ-амăшĕ яваплă. Ачасен вĕренĕвне, вĕсем килте шкултан учительсем парса янă заданисене мĕнлерех пурнăçласа пынине, пушă вăхăта еплерех тата камсемпе ирттернине тĕрĕслесех тăмалла. Килти хуçалăх ĕçĕсене те явăçтармалла.

Ача киле кая юлса е çĕрле пулсан кăна таврăнсан, ăна тĕрĕслеме те манмалла мар. Унран эрех-сăра е сигарет шăрши кĕмест-и; Шăршă палăрсан тÿрех çирĕп мерăсем йышăнмалла, ăнлантармалла. Унсăрăн сиенлĕ йăласем малалла вăй илме пултараççĕ. Çамрăк организм вĕсене хăвăрт хăнăхать.

Кивĕ Чукал ялĕнче кăçал январьте çул çитмен икĕ çамрăк обществăлла вырăнта эрех ĕçнине палăртнă. Асанкасси урамĕнче пĕри ÿсĕр çÿренĕ. Çул çитмен çак çамрăксем пирки протоколсем çырса район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен, вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссие тăратнă. Комиссие ачасене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле чĕнтернĕ, сиенлĕ йăла ырри патне илсе çитерменни пирки ăнлантарнă. Çул çитмен çамрăксем алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ хыççăн тунă преступленисен республикăри статистикине те асăннă. Пĕрлех комисси çак виçĕ çамрăкăн ашшĕ-амăшне воспитани ĕçне вăйлатма хушса хăварнă, ачисем алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕшĕн штраф тÿлеттермелле тунă.

Хальхи вăхăтра (февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 10-мĕшĕччен), çул çитменнисем хушшинче профилактика ĕçне вăйлатас тĕллевпе, районта республикăри "Условник" операцин пĕрремĕш тапхăрĕ пырать. Районти çул çитменнисемпе ĕçлекен, вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси членĕсем, айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен районти инспекцин, полицин участокри уполномоченнăйĕсен службин, полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцийĕн сотрудникĕсем нумаях пулмасть условнăй айăплавлă çул çитмен çамрăк патне çитрĕç, вăл хăйне мĕнлерех тыткаланипе интересленчĕç, каллех преступлени тăвасран асăрхаттарчĕç. Пĕрлех полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекци учетĕнче тăракан ачасем патне те çитрĕç, вĕсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе ăнлантару ĕçне туса ирттерчĕç. Сăмах май, административлă право йĕркисене тĕрлĕ майпа пăснăшăн хальхи вăхăтра çул çитмен 16 çамрăк инспекци учетĕнче тăрать.

Статьяна вĕçленĕ май, обществăлла йĕркелĕхе пăсас туртăм пур çул çитмен çамрăксене хăйсене яланах йĕркеллĕ тытма сĕнетпĕр. Пирус туртакан, эрех-сăра ĕçекен е ют пурлăха хапсăнма кăмăллакан аслăрах ÿсĕмри çынсенчен пăрăнма тăрăшмалла. Вĕсем ыррине вĕрентмĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 февраля 2013
00:00
Поделиться