Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кире спорчĕ

КОМСОМОЛЬСКИНЧЕ кире пуканĕ йăтакансен район турнирĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан та спортсменсем хутшăннă.

Темиçе хут ветерансем хушшинче тĕнче чемпионĕ пулнă А.В. Андреева, СССР спорт мастерне халалланă турнирта Шăмăршăра пурăнакан Владимир Шуряков 75 килограма çитичченхи виçере çĕнтернĕ. Унăн воспитанникĕ Константин Кусаинов хăйĕн йывăрăш виçинче иккĕмĕш вырăна тухнă.

Шăмăршăсем хăйсен ăсталăхĕпе вăйне февралĕн 16-мĕшĕнче Елчĕкре иртекен ăмăртура та чыслăн кăтартасса шанатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 февраля 2013
00:00
Поделиться