Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Электронлă пулăшупа – паспорт

ТĔП документа çыртарса илнĕ тапхăрта граждансен хаклă вăхăчĕ самаях çухалать. Уйрăмах – аякри ялсенче пурăнакансен. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2009 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнчи Хушăвĕпе ("О плане перехода на предоставление государственных услуг и исполнение государственных функций в электронном виде федеральным органом исполнительной власти") килĕшÿллĕн, 2010 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа миграци службинче паспортсене электронлă пулăшупа усă курса çырса пама пуçланă.

Ку, паллах, граждансемшĕн питĕ меллĕ. 14 çул тултарса пĕрремĕш хут паспорт илекенсен, фото ÿкерчĕк улăштарса çĕнĕ документлă пулма хатĕрленекенсен (е ăна çухатнă граждансен) электронлă пулăшупа усă курса ("Единый портал государственных и муниципальных услуг") миграци службине заявлени, тĕслĕ йышши 2 фото ÿкерчĕк (3,5 см х 4,5 см), патшалăх пошлинине тÿленине çирĕплетекен квитанцин датипе тÿлев номерне ярса памалла. Миграци службин сотрудникĕ, заявленире йăнăшсем палăрсан, гражданинпа хăйĕнпе çыхăнса тÿрлетÿсем кÿртет, хатĕр паспорта хăш кун тата миçе сехетре килсе илмеллине калать. Палăртнă вăхăтра гражданинăн миграци службине çуралнине ĕнентерекен свидетельство тата патшалăх пошлини тÿленине çирĕплетекен квитанци илсе килмелле те темиçе минутран хатĕр паспорта алла илмелле.

Электронлă пулăшупа усă курса вăл е ку ялта регистраци учетне (унчченхилле каласан, пропискăна) те тăма пулать. Кун пек чухне гражданинăн миграци службине электронлă почтăпа заявлени, регистраци учетне тăма хатĕрленекен çуртăн е хваттерĕн патшалăх регистраци свидетельствин даннăйĕсене, малтан пурăннă адреса, килсе çитнине пĕлтерекен статистика листокне ярса памалла. Кун хыççăн вара пирĕн службăна килсе (вăл районти полици уйрăмĕн çуртĕнче вырнаçнă) паспорт çине регистраци учетне тăнине çирĕплетекен штамп ларттармалли кăна юлать.

Районти граждансене электронлă пулăшупа туллинрех усă курма сĕнетпĕр (хальлĕхе район çыннисем çакнашкал пулăшăва илме питех васкамаççĕ-ха). Электронлă пулăшу вăхăта перекетлеме май парать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 февраля 2013
00:00
Поделиться