Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи пахи – сывлăха упрани

Организацисемпе предприятисен, учрежденисемпе ял тăрăхĕсен, шкул ачисемпе район администрацийĕнчи пайсен командисем йĕлтĕрçĕсен эстафетинче тупăшрĕç. Спорта юратакансене çанталăк сивĕрех пулни те хăратаймарĕ.

Организацисемпе учрежденисен командисем хушшинче "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕпе районти тĕп больница йышăнчĕç.

Район администрацийĕнчи пайсен командисенчен пĕрремĕш вырăнта – администраци ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пайпа ЗАГСăн пĕрлештернĕ команди. Районти тĕп бухгалтери – иккĕмĕш, ял хуçалăхпа экологи пайĕ – виççĕмĕш.

Ял тăрăхĕсен командисенчен Пуянкассисенчен вăйлăрах чупакансем пулмарĕç, вĕсем – çĕнтерÿçĕсем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Карапай Шăмăршăсемпе Анат Чаткассем.

Вĕрентекенсен командисем те эстафетăна пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç. Финиша вĕсенчен чи малтан Карапай Шăмăршă шкулĕн туслă команди çитрĕ, Пăчăрлă Пашьелпе Шăмăршă шкулĕсен иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе çырлахма тиврĕ.

Вĕрентекенсенчен вĕренекенсем те юласшăн пулмарĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен Шăмăршăсем – пĕрремĕш, Карапай Шăмăршăсем (1 команда) – иккĕмĕш, Карапай Шăмăршăн иккĕмĕш команди – виççĕмĕш.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче çĕнтерÿ – Анат Чаткассенче, Пуянкассисемпе Васансем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 января 2013
00:00
Поделиться