Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасене – тимлĕхпе кил ăшши

АЧАСЕМ – пирĕн пуласлăх! Час-часах çапла çыратчĕç хаçат-журналта, радио-телевизорпа та тăтăшах илтме пулатчĕ çакна. Юлашки вăхăтра çак каларăш кивелчĕ, унтан та ытларах вăйран тухрĕ темелле. Мĕншĕн тесен паянхи кун пурнăçра пачах тепĕр май пулса иртет. Çынсем хушшинчи туслăхпа юрату вырăнне курайманлăхпа танмарлăх, алкоголизмпа наркомани хăйсен тымарĕсене тарăнрах яма пуçларĕç. Çакна кура ачасене те сахалрах тимлĕх уйăрма тытăнтăмăр пулмалла. Çакăн çимĕçĕ вара – "йывăр" ачасем.

Ĕлĕкрех ашшĕ-амăшĕ чи лайăххине хăйĕн пепкине парас, ăслă-тăнлă, çĕр-шыва юрăхлă çын ÿстерес тесе ытларах тăрăшнă пулсан, хальхи саманара çак чăнлăх хăйĕн вăйне çухатрĕ. Паллах, пур çемьене те çак шая кĕртесшĕн мар эпĕ. "Йывăр" ачасем ытларах ĕçкĕпе алхасакан ашшĕ-амăшĕн айăпĕпе пулса каяççĕ. Пурнăçри пĕтĕм йывăрлăха, татса парайман ыйтăва, хуйха-суйха пĕтĕмпех черкке тĕпне путарма тăрăшакан çемьесем, паллах, хăйсен ачисене çителĕклĕ воспитани пама пултараймаççĕ. Вĕсемшĕн тĕнче тикĕс – сивĕ пÿрт те, ачисем выçă ларни те канăçсăрлантармасть эрехпе минренĕ пуçа. Ывăл-хĕр вара, выçăллă-тутăллăскерсем, урокра çĕнĕ тема вĕренес шухăшпа лараççĕ-ши; Вĕсем çине ытти ачасем те урăхларах куçпа пăхаççĕ, хăйсенчен уйăрса хăвараççĕ. Уроксенче вĕрентекенсене чăрмантарса ĕç юхăмне татакансем те шăп "йывăр" ачасем пулаççĕ. Педколлектив ырă сунса канаш панине те хаклама пĕлмеççĕ вĕсем. Çак ачасемех хăйсен тантăшĕсенчен писсе урамра йăпану шыраççĕ, обществăлла йĕркелĕхе пăсса хулиганла ĕçсем тăваççĕ.

Ĕçекен çемьесенчен çеç "йывăр" ачасем тухаççĕ тесе ан шутлăр. Акă, эпĕ лайăх паллакан Сашăна та çак рете кĕртнĕ. Унăн ашшĕ-амăшĕ ĕçмест, мĕн тăхăнас-çиес килет ывăлĕн – веçех илсе параççĕ. Пĕтĕмпех пур Сашăн, анчах çемье ăшши çителĕксĕр.

Ашшĕ-амăшĕ суту-илÿпе ĕçлеме тытăннăранпа иртен пуçласа каçченех килте пулмаççĕ, час-часах хулана е пасарсене тухса çÿреççĕ. Таврăнсан та ачин вĕренĕвĕпе кăсăкланма, воспитани тĕлĕшпе калаçусем ирттерме вăхăт çук вĕсен – укçа шутламалла, суту-илÿ ыйтăвĕсене татса памалла. Бизнес ĕçне пуçĕпех кĕрсе ÿкнĕскерсем, шкулти вĕрентекенсем Саша начар енне улшăнни çинчен асăрхаттарнине те ирттерсе янă, çакăн çине пÿрне витĕр пăхнă. Саша шалти ĕçсен пайне лекни çинчен шăнкăравласа пĕлтерсен тин аса илнĕ вĕсем хăйсен ывăлĕ çинчен.

Кил ăшшисĕр ÿсекен çул çитмен ачасене тĕрĕс мар çул çине тăма нумаях та кирлĕ мар. Кайран вара, пăсăлнă хыççăн, тÿрĕ çул çине кăларма чылай тертленме тивет. Çавăнпа пурин те кар! тăрса хамăрăн пуласлăхшăн тăрăшмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 января 2013
00:00
Поделиться