Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Эп, паллах, таврăнатăп...»

2013 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче чаплă артист, талантлă поэт, халăх юратакан паллă юрăç Владимир Высоцкий çуралнăранпа 75 çул çитет. 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл çĕр-шыври искусство тĕнчине ерипен мар – тÿрех вирхĕнсе кĕнĕ.

1960 çулта Владимир Высоцкий МХАТ çумĕнчи студи шкулĕнчен актерсен уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, Мускаври А.Пушкин ячĕллĕ драма театрĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕр çултан Мускав йĕкĕчĕ Людмила Абрамова киноактрисăпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ, вĕсен Аркадий ывăл çуралнă. 1964 çулта иккĕмĕш ывăл – Никита – çутă тĕнчене килнĕ.

1964 çултан пуçласа Владимир Семеновичăн творчество пурнăçĕ Мускаври Таганкăри драмăпа комеди театрĕпе çыхăннă. Пĕр çултан Мускавра унăн пĕрремĕш концерчĕсем иртеççĕ. Çак вăхăт тĕлне Высоцкий çĕре яхăн юрă çырнă пулнă ĕнтĕ. 1966 çулта театрта "Жизнь Галилея" премьера иртнĕ. Çак спектакльти тĕп роле Владимир Высоцкий вылянă. Çав çулах вăл "Вертикаль" тата "Короткие встречи" фильмсенче ÿкерĕннĕ. Пĕрлех унăн юррисен пĕрремĕш пластинки те тухнă. Тепĕр çултан "Служили два товарища" тата "Интервенция" фильмсенчи сăнарсене калăпланă.

Владимир Высоцкий театрта, радиоспектакльсенче, кинофильмсенче нумай-нумай рольсене вылянă. Юрăсем те чылай çырнă. Вĕсем халăх хушшинче анлăн сарăлнă.

Высоцкий пирĕн çĕр-шывăн культура историйĕнче паллă йĕр хăварнă. Ăна "Халăх совеçĕ" теме пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн палăкĕ таврашĕнче хĕлĕн-çăвăн чĕрĕ чечексен çыххисене курма пулать. Пурăннă вăхăтра ăна нимле ятсемпе те, наградăсемпе те чысламан. Анчах та Владимир Высоцкий хăйĕн таланчĕпе, тĕрлĕ енлĕ творчество пултарулăхĕпе тахçанах халăх артисчĕ пулса тăнă.

Çак кунсенче, Владимир Высоцкий çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа, Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинче "Эп, паллах, таврăнатăп..." литература автографĕ иртрĕ. Çак мероприятире Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Библиотекарьсем паллă актерăн, поэтăн тата юрăçăн пурнăçĕ, творчество ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Мероприяти вăхăтĕнче Владимир Высоцкийĕн юррисем янăрарĕç. Электронлă презентацие те кăмăллăн йышăнчĕç вĕренекенсем.

Литература автографĕ ачасене питĕ интереслентерчĕ. Высоцкий ятне пурте тенĕ пекех илтнĕ иккен. Чылайăшĕ вăл вылякан кинофильмсене те курнă. Унăн юррисене те итлеççĕ. Апла пулсан, чаплă артистăн, юрăçăн ячĕ – вилĕмсĕр, вăл ăруран ăрăва куçса пырать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 января 2013
00:00
Поделиться