Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

60 çул иртсен те ан сÿнтĕр юрату

Пĕр-пĕрне мĕн виличчен пĕрле пурăнма тупа туса туй кĕрлеттернĕренпе Çĕнĕ Шăмăршăри Кудряшовсен 60 çул хыçа юлнă. Вĕсем çак кунсенче бриллиант туй пулнине паллă турĕç.

Кунсемпе çулсем унтанпа нумай шуса иртнĕ пулсан та Александр Афанасьевичпа Анна Михайловна (Хайпăла хĕрĕ пулнăскер) 1952 çулхи ăшă та тÿлек çуллахи куна лайăх ас тăваççĕ. Çамрăк каччăн чĕрине, хĕр пурăнакан яла электростанци пăхма пырсан урампа васкаса пыракан почтальонкăна курсан, вут хыпса илнĕ. Вара вăл тÿрех çак хĕрте хăйĕн пулас мăшăрне курнă. Ĕмĕте вара пурнăçа кĕртес тесен сахал мар Хайпăла еннелле çул такăрлатма тивнĕ унăн. Çапах та усăсăр, тĕллевсĕр пулман çав çул çÿрев, 1953 çулхи январĕн 6-мĕшĕнче çамрăксем туй кĕрлеттернĕ. Çемье пурнăçĕ хăйĕн еккипе пынă, мăшăр шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнма тытăннă. Килĕшÿллĕ çемьере йыш та хутшăнсах пынă. Санька тетепе Анна аппа ултă ача çуратса, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кудряшовсен йăх-несĕлĕ малалла тăсăлса пырать. Халĕ ватăсене 10 мăнук тата мăнуксен 2 ачи савăнса пурăнма вăй-хăват хушса пырать.

Çемье пуçĕ хăйĕн кун-çулне электричествăпа çыхăнтарнă, хăй вăхăтĕнче АТЭС пуçлăхĕ пулнă. Мăшăрĕ тăван хуçалăхра вăй хунă. Ĕçлемесĕр, усăсăр ирттермен вĕсем хăйсен тивĕçлĕ канăва тухичченхи çулсене, ахаль ларман, "кĕрĕк арки йăваламан". Паянхи кун та Кудряшовсен хуçалăхĕ ялта лайăххисен шутĕнче. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Хăнасене те яланах тарават, кÿршĕ-аршăпа килĕшÿре пурăнаççĕ. Ялта – хисепре.

Çулĕсем нумай пулсан та чунĕсемпе ватăлмаççĕ Санька тетепе Анна аппа. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе, пулăшса пурăннăран вĕсен çемйинче яланах телей "кайăкĕ" хуçаланать. 60 çул пĕрле пурăнни сисĕнмест те вĕсене.

Бриллиант туй ячĕпе Кудряшовсене саламлама район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Смаева, юбилярсен ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем пухăннă. Малашне тата нумай çул килĕштерсе пурăнма çирĕп сывлăх, телей суннă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 января 2013
00:00
Поделиться