Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăйлисем – çĕнтерÿçĕсем

ИРТНĔ шăмат кун, январĕн 19-мĕшĕнче, районти шкул ачисем хушшинче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Çак тупăшăва кÿршĕллĕ Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнчен те хăнасем килнĕ.

2000-2001 çулсенче çуралнă шкул ачисем хушшинче Рамиля Бахитова (Анат Чаткас), Денис Ермолаев (Карапай Шăмăршă) – пĕрремĕш, Дарья Ефремова (Анат Чаткас), Роман Ермолаев (Шăмăршă) – иккĕмĕш, Ирина Егорова (Шăмăршă), Петр Еремеев (Анат Чаткас) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

1998-1999 çулсенче çуралнисенчен пĕрремĕш вырăнта Вера Удина (Шăмăршă), Василий Спиридонов (Упи), иккĕмĕш – Дарья Ермолаева (Карапай Шăмăршă), Дмитрий Морозов (Анат Чаткас), виççĕмĕш – Анастасия Брусова (Анат Чаткас), Илья Хлюкин (Шăмăршă).

1997 çулта çуралнисем тата аслăраххисем ушкăнра çĕнтерÿçĕсем – Полина Егорова (Шăмăршă), Виктор Лаврентьев (Карапай Шăмăршă), иккĕмĕш – Алина Муллина, Валерий Макаров (иккĕшĕ те Шăмăршă), виççĕмĕш – Елена Иванова (Карапай Шăмăршă), Николай Краснов (Упи).

Малти вырăнсене йышăннисене медальсемпе, Дипломсемпе тата парнесемпе чысланă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 января 2013
00:00
Поделиться