Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкула халалланă пурнăç...

Ачалăхри ĕмĕте чăнлăха куçарнă, юратнă профессие пурнăç пĕлтерĕшĕ тунă çынсем – чăннипех те чи телейлисем. Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учительне И.Солдатована та çак йыша кĕртме пулать. Тăван шкулта пĕр улшăнми 27 çул вăй хурать вăл. Пĕрремĕш квалификаци категорийĕллĕ учитель.

Ирина Ивановнăн педагог биографийĕ 1985 çулта, Чăваш патшалăх педагогика институтне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, пуçланнă. Юратнă ĕçе пысăк хавхаланупа пуçăннă вăл. Малтанхи кунсенчен пуçласах ачасене çирĕп пĕлÿ пама тăрăшнă çамрăк учительница, ĕçре педагогика литературипе те усă курнă.

Тăрăшуллă специалистăн ĕç опычĕ, методика ăсталăхĕ çулран-çул ÿссех пынă. Ачасене юратни, хăйĕн предмечĕсене тарăннăн пĕлни ĕçре çитĕнÿсем тума май панă. И.Солдатован урокĕсем ачасемшĕн интереслĕ пулнине, вĕсем çÿллĕ методика шайĕнче иртнине шкул директорĕпе завуч та, районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕсем те пĕрре мар палăртнă. Ирина Ивановнăн урокĕсенче яланах çирĕп дисциплина хуçаланать.

Юлашки çулсенче вĕрентÿ ĕçĕнче компьютер технологийĕсем вăй илчĕç. Çĕнĕ технологисемпе те ăнăçлă ĕçлесе пырать учительница. Аудио-видео кассетăсем, электронлă учебниксем уроксене анлăрах та кăсăклăрах йĕркелеме май параççĕ. Вĕренекенсене хăйсем тĕллĕн тата хушма литературăпа ĕçлеме те хăнăхтарать опытлă педагог.

5-11 классенче вырăс чĕлхине тарăннăн та тĕрлĕ енлĕ вĕрентме май паракан методика системине те йĕркеленĕ И.Солдатова. Ăна вăл çĕнетсех, улшăнусем кĕртсех тăрать. Çавна май ачасем урока лайăх ăнланаççĕ, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраççĕ.

Вырăс литературин урокĕсенче учительница ачасене произведенисен тишкерĕвĕсем тума, идея шухăшĕнче сăнарсен пĕлтерĕшне тупма, автор позицине курма, вăл е ку герой пирки хăйсен шухăшне ĕнентерÿллĕн калама вĕрентет. Урок-лекцисем, семинарсем ачасен пĕлĕвне ÿстерме май параççĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсенче Ирина Ивановнăн вĕренекенĕсем вĕренÿ çулĕшĕн тивĕçнĕ паллăсене туллин çирĕплетеççĕ. Сăмахран, 2010 çулта 9 классем хушшинчи вăтам балл район кăтартăвĕсенчен пысăкрах пулнă – 4,1 балл.

И.Солдатова ертсе пынипе вĕренекенсем дистанцилле олимпиадăсене, Интернет-проектсене, 8-11 классем Пĕтĕм Раççейри дистанцилле "Интелло" марафона хутшăнаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче унăн вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри "Пирĕн çĕнĕ шкулăн учителĕ" творчество конкурсĕнче тата "Çамрăксен филологи чемпионатĕнче" призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ, учительницăна сумлă Дипломсемпе чысланă. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă "Эпир – çĕнтерÿçĕ-салтаксен йăхĕнчен" республика конкурсĕнче тата "Манăн йăхри салтаксем" район конкурсĕнче те Ирина Ивановнăн вĕренекенĕсем Дипломсем илнĕ. Районти вырăс чĕлхипе литература олимпиадинче тата наукăпа практика конференцийĕнче вара виççĕмĕш тата иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче унăн вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри "Ĕмĕрĕпех пирĕн асра" конкурсра лауреат, республика конкурсĕнче дипломант пулса тăнă. "Çемье мухтавĕн страници" ятпа иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Интернет-конкурсра И.Солдатован вĕренекенĕ I степеньлĕ лауреат ятне илни, унăн творчество ĕçне Асăну кĕнекине ("Страница семейной славы") кĕртни те учительницăна чыс тата илем кÿрет.

Пархатарлă ĕçшĕн Ирина Ивановнăна Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Çак кунсенче И.Солдатова хăйĕн 50 çулхи юбилейне палăртрĕ. Пултаруллă учительницăна сумлă юбилей ячĕпе амăшĕ, икĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕ, мăнукĕ, тетĕшĕпе шăллĕ, тăванĕсем, ĕçтешĕсем ăшшăн саламларĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 января 2013
00:00
Поделиться