Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кадетсен балĕ

ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кадетсен балне лексен юмах тĕнчине çакланнăнах туйăнчĕ. Шкулти уяв кĕнекесем тăрăх вуласа пĕлнĕ е илемлĕ фильмсенче курнă балсенчен пĕрре те кая пулмарĕ. Йăрăс пÿллĕ, капăр тумлă вĕренекенсем хăйсене тытма пĕлнипе, чаплă ташшисемпе тыткăнларĕç. Кадетсем çине пăхнă май иртнĕ ĕмĕрсенчи пурнăçа кĕрсе ÿкнĕнех туйăнчĕ.

Шкулта кадетсен икĕ класс. 5 "а" тата 7 "б" вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхĕпе маларах VI Георгиевски балĕнче те палăрнăччĕ, Дипломсене тивĕçнĕччĕ. Çакна вĕсем ашшĕ-амăшĕ, чĕннĕ хăнасем умĕнче кăтартса çирĕплетрĕç. Бала Раççей Геройне Олег Долгова тата Совет Союзĕн Геройне Виталий Урукова халалланă, вăл пĕрремĕш хут иртрĕ.

Пухăннисене саламласа шкул директорĕ Ольга Еремеева сăмах каларĕ. Ольга Михайловна кадетсем пур енчен те малта пулмаллине, пур енĕпе те палăрса тăмаллине палăртрĕ. Вĕсем вĕренÿре те, спортра та, ташăра та пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Кадет класĕсен ертÿçисем Алина Яковлевапа Елена Убасева, наставникĕ Александр Еремеев, Елена Воронцовапа Вера Хорькова кураторсем вĕренекенсемпе сахал мар тăрăшаççĕ. Ташăсене вĕрентекенĕ вара – Валентина Кузьмина.

Бал ташшисене ташлакансене куракансем тĕлĕнсе, ăмсанса сăнарĕç. Жюри членĕсене чи лайăх ташлакан мăшăра палăртма та çăмăл пулмарĕ. Вĕсен кашни мăшăрăн тыткаларăшне, хусканăвне хаклама тиврĕ.

Уяври "Бал мăшăрĕ" номинацире Оксана Руссаковапа Александр Полковников, Кристина Еремеевапа Максим Юнкеров, Елена Пайминапа Вячеслав Цыганов, Мария Кудряшовапа Сергей Еремеев лайăххисем пулчĕç. Прима тата премьера ята Ксения Фоминапа Руслан Кудряшов тивĕçрĕç.

Çакнашкал балсене ытти шкулсенче ирттерсен те аван пулĕччĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 января 2013
00:00
Поделиться