Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ вăй-хăватпа, таса сывлăшпа...

ЯНВАРĔН 18-мĕшĕнче, 23 сехетре, ытти храмсенчи пекех, Анат Чаткасри Николай Святитель ячĕллĕ чиркÿре те Иисус Христос шыва кĕнине халалланă литурги служби иртрĕ. Служба вĕçленес умĕн Александр атте пысăк савăт-сапари шыва кĕл туса тасатрĕ, чиркĕве килнисене пурне те Кăшарни праçникĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, яланах Турă халалĕсемпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ, кашнинех пиллĕх пачĕ.

Чиркĕве пухăннă йышлă халăх – кунта кÿршĕллĕ ялсенче пурăнакансем те килчĕç – кун хыççăн хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ савăтсене çвятуй шыв тултарчĕç. Çак таса шыва ĕçсе вĕсем хăйсен сывлăхне çирĕплетĕç, ăна сапса кил-çуртри таса мар сывлăша сирĕç.

Ир енне, 2 сехет те 30 минутра, пурте чиркÿрен тухса, Александр атте ертсе пынипе Хĕреслĕ çул туса, Турă çурчĕ çывăхĕнчи кÿлĕ патне анчĕç. Александр атте вакăри шыва кĕл туса тасатнă хыççăн кăмăл тăвакансем юнашар палаткăна кĕрсе салтăнчĕç те вакăра шыва кĕрсе Турă сăваплăхне илчĕç. Пит-куçа çуса илекенсем те чылайăн пулчĕç.

Çав каç кĕлĕре пулайманнисем ирхине 8 сехетрен пуçласа чиркĕве килме пуçларĕç. Вĕсем Турă çуртĕнче çуртасем çутрĕç, Александр аттерен Турă пиллĕхне илчĕç, пластик савăтсене таса шыв тултарчĕç. Малалла вĕсем кÿлĕ патне анса пит-куçа сăваплă шывпа çурĕç. Çак йышра район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, унăн çумĕ Владимир Петьков, районти хăш-пĕр организацисемпе предприятисен ертÿçисем те пулчĕç.

Çакнашкал кĕлĕсем, сăваплă мероприятисем Карапай Шăмăршăра, Кивĕ Шăмăршăра, Ярăславра, Çĕнĕ Чукалпа Вырăс Чукалĕнче те иртрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 января 2013
00:00
Поделиться