Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкул уçăлнăранпа – 115 çул

Кивĕ Чукалта 1897 çулта чиркÿпе прихут шкулне уçнă. Малтанах унăн хăйĕн çурчĕ пулман. Вĕренес текенсем Хыçалти касри Степан Григорьевич Малеев çуртне çÿренĕ. 1907 çулта вара шкулăн пĕрремĕш çуртне çĕклесе лартнă. Унта 1-4 класс ачисене вĕрентнĕ. Вĕренекенсене хваттерпе те тивĕçтернĕ. Ăс пухас текенсем вара сахал пулман.

Иртнĕ çул Кивĕ Чукалти шкул уçăлнăранпа – 115 çул, уйрăм çуртне уçнăранпа 105 çул çитнĕ. Çакна халалласа ялта пурăнакан предприниматель, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн Политканашĕн членĕ Людмила Павловна Карзанова, хăйĕн укçи-тенкипе Асăну хăми туса хатĕрленĕ. Ăна декабрĕн 29-мĕшĕнче Совет урамĕнчи шкул çурчĕ çине хаваслă лару-тăрура çакнă. Митинга пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев, ялти ветерансен Канашĕн председателĕ Александр Чурбанов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Антон Малеев саламласа ăшă сăмахсем каланă. Мария Жамкова хăй çырнă сăввипе паллаштарнă.

Людмила Карзанована ырă ĕçĕшĕн пĕтĕм ял-йыш тав турĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2013
00:00
Поделиться