Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Программа пурнăçа кĕрсе пырать

Сусăр ачасем те ыттисемпе пĕрлех шкула вĕренме çÿресшĕн. Вĕсен юлташĕсемпе калаçас, савăнăçне, пăшăрханăвне вĕсемпе пĕрле пайлас килет. Çакна тĕпе хурса Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул "Юрăхлă условисем" Федераллă программăна хутшăнса иртнĕ çул пысăк ĕçсем туса ирттернĕ.

Шкул директорĕ Ольга Еремеева пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулта ятарлă реабилитаци тата компьютер оборудованийĕ туяннă. Çакă япăх илтекенсене, куракансене, тĕп хускану аппарачĕ аманнисене коррекци ĕçĕсене йĕркелеме, вĕренме май парать. Шкул çуртне кĕрекен вырăна реконструкциленĕ: пандус, алăпа тытăнмалли, домофон, видеосăнавлă шăнкăрав вырнаçтарнă. Туалет пÿлĕмне те нормăсене пăхăнса çĕнетнĕ. Вĕренÿ пÿлĕмĕсене пуянлатнă: çĕнĕ мультимедийлă оборудовани, ятарлă сĕтел-пукан, спорт инвентарĕ лартнă. Сенсорлă пÿлĕмре вĕренекенсем юрă-кĕвĕ тата ароматерапипе аппаланма пултараççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков районта сусăр ачасем хăйсене ыттисемпе пĕр тан туйччĕр тесе сахал мар ĕç пурнăçланине каланă. Шăмăршă шкулĕнче "Юрăхлă условисем" программăна хутшăнса пурнăçлама федераллă тата республика бюджечĕсенчен 2746,6 пин тенкĕ уйăрнă. Владимир Александрович "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулне сусăррисем тÿлевсĕрех çÿресе хăйсен сывлăхне тĕреклетме пултарнине палăртнă.

Паллах, асăннă программа шкулти вĕрентекенсен те квалификацине ÿстермелли пирки систерет. Ку енĕпе чăрмавсем пулмалла мар, вĕрентекенсем ĕçе пуçăнма хатĕр, ятарлă вĕренÿ витĕр тухнă.

Шăмăршă шкулĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашма "Чăваш Ен" телевиденийĕ те килсе кайнă, телекурав хатĕрленĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2013
00:00
Поделиться