Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хăвăртлăх йĕркине пăхăнмасан...

2012 çулта районти полици уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕсем РФ Конституцийĕпе, "Полици çинчен" саккунĕпе, "ГИБДД положенийĕ çинчен" требованийĕпе, çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, граждансен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлессипе, преступленисемпе кĕрешессипе çыхăннă ытти регламентлă документсемпе килĕшÿллĕн ĕçлесе пынă. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин тата ГИБДД управленийĕн мероприятийĕсене пурнăçласси тĕп задачăсенчен пĕри пулнă.

Пĕлтĕр январь-декабрь уйăхĕсенче район территорийĕнче 21 авари пулнине, вĕсенче 5 çын вилнине, 29 çын аманнине регистрациленĕ. 2011 çулта вара лару-тăру тата йывăртарах пулнă: 23 аварире 6 çын пурнăçран уйрăлнă, 34 çын аманнă. 2012 çулти аварисенчен 4-шĕ ачасемпе çыхăннă, вĕсенче 5 ача суранланнă. 2011 çулта вара 7 аварире 7 ача аманнăччĕ.

2012 çулти аварисенчен 11-шĕ (2011 çулта – 11) – федераллă автоçул çинче, пĕри (3) – республика пĕлтерĕшлĕ, 8-шĕ (4) – район пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче, пĕри (5) ялсенчи урамсенче пулса иртнĕ. Пĕлтĕрхи аварисенчен 9-шĕ (2011 çулта – 6) – транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе пырса çапăннипе, 5-шĕ (1) – вĕсем çаврăнса ÿкнипе, 3-шĕ (8) – çуран пынă çын çине кĕрсе кайнипе, пĕри (3) – транспорт хатĕрĕ – чăрмав çине пырса тăрăннипе, 3-шĕ (1) транспорт хатĕрĕ велосипедиста çапса хăварнипе çыхăннă.

Çул-йĕр правилисене пăснă фактсем тăрăх пĕлтĕр пурĕ 1887 протокол çырнă, çав шутран 112-шĕ – водительсем ÿсĕрле руль умне ларнă фактсем тăрăх (ÿсĕр водитель тунă аварире пĕр çын аманнă). Ытти тĕслĕхсене илсен, водительсем хăвăртлăх режимне пăснипе – 653 протокол, çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе – 77 протокол (пĕлтĕр çуран пынă çын айăпне пула сиксе тухнă аварире пĕр çын суранланнă), палăртнă вырăнта водительсем çуран çÿрекенсене çул паманнипе – 31 протокол, транспорт салонĕнче хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе – 202 протокол, штраф суммисене вăхăтра тÿлеменнипе 37 протокол хатĕрленĕ.

Иртнĕ çул, РФ Административлă право йĕркин кодексĕн 12.31 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, автотранспорт предприятийĕсенчи должноçри 8 çынна, 12.37 статйин 2-мĕш пайĕ тăрăх 2 организацие административлă майпа айăпласа тĕрлĕ суммăллă штрафсем панă. ГИБДД сотрудникĕсен предписанийĕсене пурнăçламаннипе должноçри 4 çыннăн штраф тÿлеме тивнĕ.

Çул-йĕрсем çинче водительсене те, çуран çÿрекенсене те питĕ тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Хĕллехи тапхăрта авари хăрушлăхĕ ÿснине кашнийĕнех ăнланмалла. Пăрлак тăракан çулсем тимлĕхе ÿстерме хистеççĕ. Юр çунă вăхăтра тата çил-тăман çавăрттарнă чухне аварисем уйрăмах тăтăш пулни пирки те манма юрамасть.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2013
00:00
Поделиться