Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçсĕрлĕх чакать

ИРТНĔ çул ĕçпе тивĕçтерекен районти центра 1092 çын пулăшу ыйтса пынă: 997-шĕ – юрăхлă ĕç шыраса, 988-шĕ – ĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки информаци пĕлме, 594-шĕ – профориентаци енĕпе.

Пĕлтĕр ĕçе вырнаçтарма ыйтакансен шучĕ виçĕм çулхинчен кăштах ÿснĕ. 2012 çулта 325 çынна ĕçсĕр тесе шута илнĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта регистрациленĕ ĕçсĕр тăрса юлнă çынсен шучĕ 0,11 процент чакнă.

2012 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче 995 çынна учетран кăларнă. Вĕсенчен 898-шĕ ĕç тупнă, 26 çынна вĕренме янă, 10 çынна маларах пенсие кăларнă.

Чăваш Республикинче ĕçсĕрлĕхе чакарас тĕллевлĕ программăна пурнăçласа тĕрлĕ организаципе предприятие 2 сусăра, нумай ачаллă 2 ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшнă. Çавăн пекех харпăр хăй ĕçне йĕркелесе яма ĕçсĕр 8 çын субсиди илнĕ, пĕчĕк ачапа ларакан 7 хĕрарăм професси илме пултарнă.

Çавăн пекех иртнĕ çул "Раççей Федерацийĕнче халăха ĕçпе тивĕçтересси" Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕ парасси малалла пынă. 171 çынна обществăлла ĕçсене явăçтарнă, тĕрлĕ çулсенчи çынсене ĕçе вырнаçтарма май килнĕ, 17 çынна ытти регионсене янă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2013
00:00
Поделиться