Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тасатсах тăраççĕ

ХĔЛЛЕ, паллах, юр çумасăр пулмасть. Çулсене юр хÿсе лартни вара нумай чухне йывăрлăхсем кăларса тăратать. Кун пек чухне çăлăнăç – çул-йĕр тăвакан тата юсакан участок ĕçченĕсенче. Кунта çул-йĕре юртан тасатмалли техника çителĕклĕ. Вĕсем ирпе ирех ĕçе пуçăнаççĕ. Çулсем пăрлаклансан та шикленме кирлĕ мар: тăварпа хăйăр хутăшне малтанах çителĕклĕ чухлĕ хатĕрлесе хăварнă.

Ялсене çыхăнтаракан çулсене тасатса тăнисĕр пуçне урамсем те манăçа юлмаççĕ. Ку тĕлĕшпе ял поселенийĕсемпе килĕшÿсем тунă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2013
00:00
Поделиться