Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Граждансен шанăçне тÿрре кăларассишĕн

РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕнче çак кунсенче канашлу ирттертĕмĕр, 2012 çулхи оперативлă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр. Канашлу вăхăтĕнче ĕçри çитĕнÿсемпе пĕрлех хăш-пĕр çитменлĕхсене те асăнтăмăр, 2013 çулта полици сотрудникĕсем умĕнче тăракан тĕп задачăсене палăртрăмăр.

2012 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче район территорийĕнче 139 преступлени тунине шута илнĕ. 2011 çулта пурĕ 154 преступление регистрациленĕччĕ. Виçĕм çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр преступлени тăвасси 9,7 процент чакнă. 2012 çулта преступленисен 93,6 процентне уçса панă (2011 çулта – 92,3 процент). Тÿрех каламалла: çак кăтарту – республикăра чи лайăххисенчен пĕри.

Преступленисене уйрăммăн илсен, 2011 çултипе танлаштарсан, 2012 çулта вĕлерессипе хăратасси,ют пурлăха вăрласси, уççăн çаратасси, наркотиксемпе çыхăннă преступленисем тăвасси, обществăлла вырăнсенче саккун йĕркисене пăсасси, çул çитменнисем, малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем саккуна хирĕçле çул çине тăрасси ÿснĕ. Çын сывлăхне юриех вăтам шайри сиен кÿресси, çын çине алă çĕклесси, ултавлă ĕç, экономика преступленийĕсем, растрата, коррупцилле ĕçсем тăвасси, урамра кукăр çул çине тухасси, ушкăнпа каварлашса саккун йĕркисене пăсасси чакнă. Çынна юриех йывăр суранласси (пĕрер факт), хĕнесе асаплантарса пурăнасси (виçшер факт), взятка илесси (пĕрер факт) пĕр шайрах юлнă.

Иртнĕ çулхи декабрьти преступленисем пирки асăнса хăварни вырăнлă пулĕ тетĕп. 22 çулти йĕкĕт Шăмăршă урамĕнче уççăнах хĕр аллинчен сумкине туртса илнĕ. Преступлени сиенлĕхĕ 5 пин тенкĕпе танлашать. РФ УКĕн 161 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн çак факт тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă.

Анат Чаткасри арçын çак ялти лавкка прилавокĕ çинче выртакан сотовăй телефона, сутуçă пăрăннипе усă курса, хăйĕн кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕ. Халĕ тĕпчев ĕçĕ пырать.

Тĕрлĕ преступленисен çулне пÿлесси, граждансене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, халăх хушшинче, çав шутра район хаçачĕ урлă та, право профилактикин ĕçне илсе пырасси – 2013 çулта полици сотрудникĕсем умĕнче тăракан тĕп задачăсем. Вĕсене пурнăçлассишĕн, халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн эпир кăçал та çине тăрса ĕçлĕпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2013
00:00
Поделиться