Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Электронлă майпа – урăх çĕр-шывсене çÿремелли паспорт

ПĔЛТĔР миграци службин Шăмăршăри территори пунктĕнче район çыннисене пурĕ 1120 паспорт çырса панă. Çак шутран пĕрремĕш хут (14 çул тултарсан) тĕп документа илнисем – 229-ăн. Районти 115 çынна урăх çĕр-шывсене çÿремелли паспортпа тивĕçтернĕ.

Çак статьяра эпĕ ытларах ют патшалăхсене çÿремелли паспортсем çинче чарăнса тăрас тетĕп. Вĕсене Канаш, Шупашкар хулисенче 5 тата 10 çуллăха çырса параççĕ. Паспорта миçе çуллăха хатĕрлессине гражданин хăй суйласа илет. Çывăхарах вырнаçнă Канашри миграци служби Ленин урамĕнчи 12-мĕш çуртра вырнаçнă (Шупашкарта – К.Маркс урамĕнчи 37 "А" çуртра). Ют çĕр-шывсене çÿремелли паспорт илес тесен унта 3,5 х 4,5 сантиметр форматлă тĕслĕ 3 сăн ÿкерчĕк, перекет банкне 2500 тенкĕ патшалăх пошлинине тÿленине ĕнентерекен квитанци илсе каймалла (çак пошлинăна Канашра тÿлесен те юрать). Заявлени-анкетăна вырăнта çырмалла.

Юлашки икĕ çулта пирĕн республикăра Интернет урлă паспорт илесси вăй илсех пырать. Паянхи кун тĕлне патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕ урлă, электронлă майпа пурĕ 5247 заявлени кĕнĕ, çак шутран 4798-шĕ урăх çĕр-шывсене тухса çÿремелли паспорт илессипе çыхăннă.

Электронлă майпа паракан пулăшу граждансемшĕн питĕ меллĕ. Çак пулăшăва илес тесен Интернетри "Управление Федеральной миграционной службы по Чувашской Республике" сайт çине тухмалла. Сăмахран, ют патшалăхсене çÿремелли çĕнĕ йышши паспортлă пулас тесен миграци службин федераллă управленине икĕ хутчен кăна кайса килмелле. Малтан – заявлени-анкета çырма тата документ валли 3 сăн ÿкерчĕк хăварма, тепрехинче – хатĕр паспорта илме. Сире миграци службине хăçан тата мĕнле документсемпе килмелли пирки электронлă çырупа пĕлтерĕç. Анкетăра йăнăшсем палăрсан, çак майпах сире вĕсем пирки çырса ярĕç. Эсир вара килтен тухмасăрах тÿрлетнĕ варианта электронлă почтăпа ярса пама е телефонпа пĕлтерме пултаратăр. Миграци службин сотрудникĕсем анкетăна хăйсемех кирлĕ пек хатĕрлĕç.

Телефонпах хуть мĕнле ыйтăва та сÿтсе явма, тивĕçлĕ информаци илме пулать. Хăш кун килмелли пирки кăна мар, миçе сехетре хатĕр паспорта илсе каймалли çинчен те сире малтанах пĕлтерсе хурĕç. Çапла майпа мĕн чухлĕ вăхăт перекетленет!

Электронлă хутшăнăва кашни гражданин кĕме, тивĕçлĕ пулăшу илме пултарать. Хушма информацие www.qosusluqi.ru адреспа кĕрсе пĕлме пулать.

Район çыннисене электронлă майпа туллин усă курма сĕнетпĕр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2013
00:00
Поделиться