Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăк йĕлтĕрçĕсем – Шупашкарта

Спорта юратакан ачасем каникул вăхăтĕнче те телевизор е компьютер умĕнче ларса вăхăта ирттермерĕç. Вĕсем йĕлтĕр сырса, коньки тăхăнса, çунашка туртса урамалла васкарĕç.

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿрекен Шăмăршă шкулĕнчи Полина Егорова, Алина Муллина, Карапай Шăмăршă шкулĕнчи Александр Мамонтов, Денис Ермолаев январĕн 9-13-мĕшĕсенче Шупашкарти олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче пулса хăйсен пултарулăхне туптанă. Çамрăк йĕлтĕрçĕсем Раççей тата Чăваш Ен спортсменĕсем тренировкăсем ирттернипе паллашнă. Кунтах шкул ачисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа йĕлтĕр йĕрĕ çинче тĕл пулнă. Михаил Васильевич час-часах кунта пулать иккен. Вăл вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине те хаваспах хуравланă.

Çанталăк лайăх тăнă чухне ачасене те, çитĕннисене те йĕлтĕрсем çине тăма чĕнсе каласшăн. Уçă сывлăшра çÿрени, спортпа туслашни хамăршăнах лайăх та усăллă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2013
00:00
Поделиться