Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Раштав çăлтăрĕ

ЯНВАРĔН 8-мĕшĕнче районти Культура аталанăвĕн центрĕнче православи христианĕсен Христос çуралнин праçникне халалласа "Раштав çăлтăрĕ" ятпа фестиваль иртрĕ.

Мероприяти Улатăр тата Пăрачкав епископне Феодор владыкăна Шăмăршă çĕрĕ çинче кĕтсе илнинчен пуçланчĕ. Кунта III округ благочиннăйĕ Сергий Пегасов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков пулчĕç. Кун хыççăн вĕсем Шăмăршăри "Христос çурални" ячĕллĕ чиркĕве çитрĕç. Феодор епископ чиркĕве килнĕ çынсене пурне те Раштав праçникĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, яланах Турă халалĕсемпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунса пил пачĕ.

Феодор епископ Культура аталанăвĕн центрне килсе, "Раштав çăлтăрĕ" фестивале пухăннисене Раштав праçникĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламларĕ. Владыка çак уяв пурне те çутă хаваслăх кÿнине, чун-чĕрепе тасалма, пуласлăха ĕненме шанăç панине пĕлтерчĕ. Раштав – чăн ĕненÿпе чун тасалăхĕн, ырă кăмăллăхăн, çынна юратассин, хисепленин çутă символĕ. Турă ĕненĕвĕпе пурăнни çынна ырă ĕçсем тума, ыттисене пулăшма вăй-хăват парса тăрать.

Фестивале хутшăнакансене тата хăнасене салам сăмахĕсем калама III округ благочиннăйĕ Сергий Пегасов протоиерей, IV округ благочиннăйĕ Николай Чувашов протоиерей, район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев та хутшăнчĕç, пурне те çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу сунчĕç.

Мероприятие Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи вырсарни шкулĕсенче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата ача-пăча искусство шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Христос çурални, Раштав праçникĕнчи йăла-йĕрке, библи сюжечĕсем, тĕнче тата чун-чĕре илемĕ – çак темăсем фестивальте тĕп вырăн йышăнчĕç. Ачасем сăвăсем вуларĕç, юрларĕç, сценкăсем кăтартрĕç. Вĕсем пирĕн Çăлавçă Иисус Христос çуралнине, кун пирки Ангелсем кĕтÿçсене пĕлтернине, пĕчĕк Иисус патне парнесемпе килсе, Ăна тата Турă Амăшне пуç çапнине питĕ илемлĕн сăнласа пачĕç. Искусство шкулĕсенче вĕренекенсем вара хăйсен хитре сассисемпе савăнтарчĕç. Куракансене "Морозко" вырăс халăх юмахĕ тăрăх Шăмăршăри "Çăлтăрчăксем" ача-пăча театр студийĕ лартнă инсценировкăсем те килĕшрĕç. Комсомольскинчи вырсарни шкулĕн воспитанникĕсем кăтартнă "Хур чĕппи" хаваслă сценка та чылайлăха асра юлĕ. "Антонина" тата "Фламинго" ача-пăча ташă коллективĕсем хăйсен ăсталăхĕпе, илемлĕ хусканăвĕсемпе кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕç.

"Раштав çăлтăрĕ" фестивале хутшăннисем тата çак интереслĕ мероприятие йĕркелекенсем Тав çырăвĕсене тата Раштав парнисене тивĕçрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 января 2013
00:00
Поделиться