Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Анисия Шикина – 100 çулта

Анисия Андреевна Шикина çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Вăл 1913 çулта, патша саманинче, Кивĕ Чукал ялĕнче çут тĕнчене килнĕ.

Çăмăл пулман унăн пурнăçĕ: пылакне тутаннă, йÿççине те ас тивнĕ, çавах ÿпкелешмен. Йывăрлăхсене парăнтарса ялан малалла утнă.

"Нуша кулач çитерет", – тенĕ май Анисия Андреевна пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ. Вĕренесси пирки шутламалли те пулман. Малтан ялти пуянсем патĕнче ача пăхнă, выльăх-чĕрлĕхе çитернĕ. Усал хуçасен сăмахне пайтах илтме тÿр килнĕ унăн. Колхозсем йĕркеленме пуçласан пĕрлешÿллĕ хуçалăха ура ярса пуснă, фермăра вăй хунă. Уйрăмах, 1939-1940 çулсенче, Тутарстанри Пăвара чукун çул тунă чухне йывăр килнĕ А.Шикинана. Паллах, вăрçă çулĕсем татах та хăрушă пулнă. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçлама тивнĕ. Шăпа тени ăна Пермь хулине те илсе çитернĕ, 1945-1946 çулсенче вăл Молотов çар заводĕнче ĕçленĕ. Инçетре пулсан та чунĕпе çуралнă ялтах пулнă Анисия Андреевна. Тăван тăрăха таврăнсан каллех колхоза çул тытнă, 40 çул ытла фермăра ĕнесем сунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларман ĕçпе пиçĕхнĕ хĕрарăм, тата нумай çул хушши ял çыннисемпе пĕрле ĕç бригадинче тăрăшнă.

Пĕр ĕмĕр чикки урлă каçрĕ пулсан та Анисия Шикина хăйне чиперех туять, вăйĕ çитнĕ таран кил хушшинче тăрмашать. Виçĕ мăнукĕпе тата вĕсен виçĕ ачипе савăнса пурăнать халĕ кинемей.

Çак паллă кунпа Анисия Андреевнăна Раççей Президенчĕн саламлă Çырăвĕпе паллаштарнă, нумай-нумай парнепе чысланă. Хаклă хăнасем хушшинче Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Николай Ендиеров пулнă. Вĕсем ăна татах та нумай пурăнма ырлăх-сывлăх суннă. Уяв кĕрекинче кинемейĕн тăванĕсемпе ял-йыш та савăннă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 января 2013
00:00
Поделиться