Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çуралнă пĕрремĕш ача – Екатерина

2013 çулта чи малтан аист Пуянкасси ял тăрăхне вĕçсе çитнĕ. Кунта пурăнакан Андрейпа Дария Егоровсен çемйинче Екатерина хĕр çуралнă. Çулталăк пуçламăшĕнче Палтиелĕнчи Ильнар Еремеевпа Эльвира Махмутова вара мăшăрланни çинчен пĕлтерсе чаплă туй кĕрлеттернĕ.

Мĕнех çак çынсен аллисем çăмăл пулччăр, пирĕн районта йыш хушăнсах пытăр, "йÿçĕ!" кăшкăрни илтĕнсех тăтăр.

Иртнĕ çул районта пурĕ 167 пепке (92 арçын ачапа 75 хĕр ача) çут тĕнчене килнĕ (2011 çулта – 174). Ял тăрăхĕсенчи лару-тăрăва тишкерсен çапларах ÿкерчĕк куç умне тухать: Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче – 13 (2011 çулта – 19), Васан ял тăрăхĕнче – 17(11), Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче – 14 (15), Пуянкасси ял тăрăхĕнче –18 (20), Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче – 7 (16), Палтиел ял тăрăхĕнче – 21 (15), Анат Чаткас ял тăрăхĕнче – 14 (19),Чукал ял тăрăхĕнче – 4 (8), Шăмăршă ял тăрăхĕнче 65 (51) хут ача яшки çинĕ.

Мендельсон маршĕ 2011 çулта 122 хутчен янăранă пулсан, 2012 çулта туйсем 107 хут çеç кĕрленĕ. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче – 12 (2011 çулта – 16), Васан ял тăрăхĕнче – 13 (10), Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче – 6 (6), Пуянкасси ял тăрăхĕнче – 12 (13), Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче – 6 (9), Палтиел ял тăрăхĕнче – 9 (17), Анат Чаткас ял тăрăхĕнче – 6 (6), Чукал ял тăрăхĕнче – 6 (6), Шăмăршă ял тăрăхĕнче 37 (39) туйра çамрăксене килĕштерсе, юратса, пĕр-пĕрне хисеплесе, ача-пăчаллă пулма пехилленĕ.

Уйрăлакансен шучĕ 2012 çулта (45) 2011 çулхипе (36) танлаштарсан ÿснĕ. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче – 4 (2011 çулта – 3), Васан ял тăрăхĕнче – 2 (3), Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче – 4(1), Пуянкасси ял тăрăхĕнче – 4 (5), Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче – 0 (2), Палтиел ял тăрăхĕнче – 6 (2), Анат Чаткас ял тăрăхĕнче – 1 (2), Чукал ял тăрăхĕнче – 2 (3), Шăмăршă ял тăрăхĕнче 22 (15) çемье арканнă.

2012 çулта районта 234 çын (127 арçын, 107 хĕрарăм) вилнĕ, 2011 çулта – 238. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче – 27 (2011 çулта - 25), Васан ял тăрăхĕнче – 24 (24), Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче – 21 (25), Пуянкасси ял тăрăхĕнче – 22 (26), Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче – 8 (7), Палтиел ял тăрăхĕнче – 24 (29), Анат Чаткас ял тăрăхĕнче – 12 (20), Чукал ял тăрăхĕнче – 18 (15), Шăмăршă ял тăрăхĕнче 78 (67) çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Арçынсен кун-çул тăршшĕ - 61 çулпа, хĕрарăмсен 76 çулпа танлашать.

Çакна та палăртмалла, çынсен ячĕсене улăштарни çинчен 8 акт çырнă, 17 арçын ачасемшĕн ашшĕ пулнине çирĕплетнĕ, 1 ачана усрава илнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 января 2013
00:00
Поделиться