Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Каллех – çĕнтерÿпе

Иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта дзюдо енĕпе республикăри уçă турнир пулса иртрĕ. Унта 2002-2003, 2000-2001 çулсенче çуралнă çамрăксем хутшăнчĕç.

Хамăр республикăри, Йошкар-Оларан, Козьмодемьянскран, Тольяттирен килнĕ командăсем хушшинче шăмăршăсем те маххă памарĕç. Ачасемпе çамрăксен шкулĕнче ăсталăха туптакан 2002-2003 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсенчен Кристина Чебан (36 кг таранчченхи виçере), Алсу Федорова (32 кг таранчченхи виçере), Евгений Михайлов (42 кг таранчченхи виçере) турнир çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.

Денис Ермолаев та пьедесталăн картлашки çине хăпарма тивĕçрĕ – 2000-2001 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче 42 кг таранчченхи виçере виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 декабря 2012
00:00
Поделиться