Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чипер кайсам кивĕ çул, салам сана – Çĕнĕ çул!

Çĕнĕ çул алăкран шаккать. Аçтаха хăйĕн "влаçне" Хура Çĕлене парать, 2013 çул пирĕн пурнăçа çĕнĕ варкăшпа килсе кĕрет. Районта пурăнакансем Çĕнĕ çулта мĕн кĕтеççĕ; 2012 çула мĕнле хаклаççĕ;

Сергей ГАЛКИН, "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ:

– Декабрь уйăхне кĕрсенех Çĕнĕ çул уявне кĕтме тытăнатпăр, плансем тăватпăр. Çĕнĕ çулта пурте ыррине кăна кĕтетпĕр. Шанчăкпа пурăнсан, лайăххи пирки ĕмĕтленсен Хура Çĕлен çулĕнче те веçех йĕркеллĕ пулĕ.

Сывлăхлă пурăнас тесен спортпа, физкультурăпа туслашмалла. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни хамăршăнах усăллă.

Çĕнĕ çула ăçта тата кампа кĕтсе илессине вăрттăнлăхра хăваратăп. 2013 çула савăнăçлă та хаваслă кĕтсе илесси пирки вара калама пултаратăп.

Александр ЧАМЕЕВ, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

– 2012 çул та хăйĕн алăкне хупать. Тепĕр çулталăк çынсен асĕнче тĕрлĕ пулăмсемпе асра юлать. Мĕнле пулсан та, аса илÿре ырри нумайрах пултăрччĕ.

Хура Çĕлен çулне лайăх кĕтсе илесчĕ. Вăл татах та ăнăçлăрах пултăрччĕ. Кăçал вĕçлеймен ĕçсене шăпах Çĕнĕ çулта вĕçлеме палăртатпăр. Паллах, инкек-синкекĕ пиртен аякра çÿретĕр. Юрату, телей, килĕшÿ – яланах пирĕнпе юнашар пулччăр. Çынсен сĕтелĕ çинчен нихăçан та çăкăр-тăвар ан татăлтăр. Çĕнĕ çула хаваслă кăмăлпа кĕтсе илер те савăнса çеç пурăнар.

Елена ФЕДОРОВА, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи:

– Черетлĕ çул вĕçленнĕ чухне кăçал пурнăçланă ĕçсене чи малтан тишкерсе тухатпăр. Кашни ырă пулăмшăн – ачасем çуралнăшăн, туйсем кĕрленĕшĕн – савăнатпăр, хуйхă-суйхă чухне хурланатпăр. Çапах та çул хыççăн çул иртсе пырсан та пурнăçра лайăххи япăххинчен нумайрах пулать.

Çемьесенче ăшăлăх, килĕшÿлĕх, çураçулăх нихăçан та ан пĕттĕр. Хура Çĕлен çулĕнче пирĕн тăрăха "аистсем" йышлăрах вĕçсе килччĕр. Пурте телейлĕ те ăраскаллă пулччĕр.

Çĕнĕ çул – çемье уявĕ. Юрласа, ташласа, тулли кĕрекере тăвансемпе, çывăх çыннăмсемпе 2013 çула кĕтсе илме палăртатăп.

Светлана ПУШКИНА, Пуянкассинчи культурăпа кану центрĕн директорĕ:

– Аçтаха çулĕ лайăх иртрĕ темелле. Маншăн вăл хĕрÿ ĕçре тăрăшнипех сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. Чи пысăк савăнăçсенчен пĕри – ывăл çартан ырă-сывă таврăнни. Паллах, концертсем, ăмăртусем йĕркелени те асăмрах юлĕ.

Хура Çĕлен çулĕнче те савăнăçлă самантсем, ырă тĕл пулусем, хаваслă мероприятисем сахал мар пуласса шанатăп. Çĕнĕ çулта пурне те çирĕп сывлăх, телей сунатăп.

Юрий ЕРМОЛАЕВ, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ:

– Юратнă уявсенчен пĕри вăл маншăн Çĕнĕ çул. Ăна çемьепе уявлама тăрăшатăп. Мăшăр тутлă апат-çимĕçпе сĕтел тултарĕ. Пÿртре капăр чăрăш вун-вун çутăпа ялтăраса ларĕ. Пĕр-пĕрин валли Хĕл Мучин парнисене те елка айне вырнаçтарăпăр. Кремль куранчĕсем вун икĕ хут çапсан Хура Çĕлен çулĕнче ырри усаллинчен нумайрах пултăрччĕ, çемье сывлăхпа пурăнтăрччĕ тесе куркана çĕклесе сăмах калăп, мăшăра, ачасене парнесем тыттарăп.

Алевтина МАТВЕЕВА, Васанти "Улыбка" ача сачĕн ертÿçи:

– Уява яланах мăшăрпа тата хĕрпе пĕрле килтех кĕтсе илетпĕр. Ирех апат-çимĕç хатĕрлеме пуçлатпăр. Çĕнĕ çула хурсăр, "Оливье" салатсăр, мандаринсемсĕр, канихвет-печенисĕр нихăçан та кĕтмен. Хальхинче те çаплах тăвăпăр.

Аçтаха çулĕ мĕнпе асра юлчĕ-ха; Ĕçри йывăрлăхсене парăнтартăмăр. Çемьере вара савăнăçĕ ытларах пулчĕ. 2013 çул – пурне те ăнăçу, çитĕнÿ парнелетĕр. Ĕçре килĕшÿ хуçалантăр, пурте сывлăхлă пулччăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 декабря 2012
00:00
Поделиться