Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сăнарсем тыткăнларĕç чуна

ШĂМĂРШĂРИ Валентина Львова режиссер ертсе пыракан халăх театрĕ ял-йыша çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарать. Нумаях пулмасть театр районти Культура аталанăвĕн центрĕнче Николай Угарин драматург çырнă икĕ пайлă "Юнланнă пĕркенчĕк" пьеса тăрăх хатĕрленĕ спектакль кăтартрĕ.

Хирĕç-тăруллă та интереслĕ сюжетпа аталанса пыракан, трагедилле вĕçленекен драмăра Алина Петрова (Аня), Владимир Павлов (Игорь), Николай Угарин (Костя), Татьяна Давыдова (Ирина), Валентина Львова (Елис), Лира Григорьева (Хветуç), Валерий Петров (Караççăм) тата Надежда Милюшкина (Маруç) хăйсен ролĕсене ĕненмелле те витĕмлĕн выляса пачĕç. Чуна тыткăнлакан сăнарсем куракансен асĕнче чылайлăха юлĕç.

"Юнланнă пĕркенчĕк" спектакле ялсенчи Культурăпа кану центрĕсенче те кăтартма палăртаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2012
00:00
Поделиться